Василий Петров - "Паллă писатель - пирĕн ентеш" (Çĕрпÿ районĕ)

Чăваш  Республикин тата Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн журналисчĕсен преми лауреачĕ, паллă  прозаик, публицист, очеркист Василий Петров 75 çул тултарчĕ.

Василий Петров – Энĕшкасси Катек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чиричкасси ялĕнчи моделлĕ библиотекăпа шкул пĕрле хатĕрленĕ литература сехечĕ пулса иртрĕ. Çыравçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен библиотека заведующийĕ Галина Григорьева паллаштарчĕ. 5-9-мĕш классенче вĕренекенсем  хăйсем вуланă хайлавсемпе паллаштарчĕç, тишкерчĕç.

Çак паллă кун валли çыравçă кĕнекисен куравне, ун пултарулăхне сăнлакан стенд йĕркеленĕ.

(Çĕрпÿ районĕ)

 Фотоотчет 



04 декабря 2014
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter