Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра МЧСсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн çĕнтерӳçисене торжествăлла майпа наградăланă уява хутшăннă

 Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра МЧСсен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн çĕнтерӳçисене торжествăлла майпа наградăланă уява хутшăннă. Асăннă мероприятие Раççей МЧС Патшалăхăн пушара хирĕç кĕрешекен службăн академийĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн темипе йĕркелесе ирттернĕ çĕнтерӳçĕсене уйрăммăн палăртса хисеп тунă. Раççей МЧСăн фестивале 2009 çултанпа ирттереççĕ. Ку хутĕнче вăл улттăмĕш пулнă. Юлашки çулсенче уйрăмах çак пулăм питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пур тытăмра вăй хуракансене пĕр-пĕринпе пĕрлештерсе тăракан мероприяти пулса тăчĕ. Раççей Федерацийĕн пур субъекчĕсенче те гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тытăмĕсенче ĕçлекенсен ятарлă ушкăнĕсем пур. Ку хутĕнче те чи ăста пушар хуралĕнче тимлекенсен ячĕсене асăннă. Чĕре ыйтнипе, пурнăçа çăлса хăварассишĕн,  ачасем-геройсем ятлă номинацисем ыттисенчен уйрăмах палăрса тăраççĕ. Кун пек ĕçсенче ытти организацисенче, ĕç тăвакан влаç тытăмĕсенче, ахаль çынсем граждансен пурнăçне çăлса хăварассипе питĕ тăрăшса ĕçлени куçкĕретех. Шăпах та вĕсем ĕнтĕ хăйсен паттăрлăхне кăтартса параççĕ.  «Ачасем-геройсем» номинацире ачасемпе çамрăксем хушшинчи чи ăста та маттуррисен ячĕсене ырласа илеççĕ. Кăçал конкурсăн жюри членĕсем вĕсемпе çыхăннă 50 тĕслĕхе палăртнă.  Торжествăлла пулăмра тваттăшĕ хастар ĕçсемшĕн наградăсемпе дипломсене тивĕçнĕ. Журналистсен ĕçĕсене пăхса тухнă хыççăн,  çынсен пурнăçне çăлса хăварнипе çыхăннă икĕ пине яхăн ĕçе шута илнĕ. Жюри членĕсем 4 номинацире ĕçсене хакланă. Сăнӳкерчĕксемпе те чи лайăх авторсен ячĕсене палăртнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, чăннипех те фестиваль пур тытăмра вăй хуракансене те пĕрлештерсе тăрать. Тĕплĕнрех



04 декабря 2014
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter