Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă анлă ларăвĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленсе пурнăçланă ĕçсене тишкернĕ

   Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă анлă ларăвĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илме хатĕрленсе пурнăçланă ĕçсене тишкернĕ. Çак асăннă мероприятие шăпах та Чăваш Енре йĕркелесе ирттерме йышăннă. Пирĕн ырă тĕслĕхе ыттисем те пурнăçа кĕртсе пыни питĕ вырăнлă. Республикăра палăртса хунă ĕçсене туллин пурнăçласа пынине кура, ытти регионсенче те çакăн пек лайăх ĕçлесе пыччĕр, - тенĕ  каланă сумлă хăна. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – пур ветерана та кирлĕ пек тимлĕх уйăрасси. Ҫак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх. Вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать. Пур ветеран та хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран  хăй тӳпе хывнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр-шывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ. Эпир паян пурнăçлакан ĕçсене ветерансемшĕн çеç мар, çĕршыв пуласлăхĕшĕн, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парссишĕн тăрăшатпăр», - тесе палăртса хăварнă Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич.   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн  сăмахĕнче Чăваш Енрен вăрçă хирне 208 пин салтак кайнине асăннă. Ҫӗнтерӗве ҫӗнсе илме пӗрре те ҫӑмӑл пулман – ҫапӑҫу хирӗнчен пурте каялла таврӑнайман, кашни иккĕмĕшĕ пуçне хунă. Паян Чăваш Енре 31 пине яхăн ветеран пурăнать, вĕсем е вăрçă ветеранĕсем, е тыл ĕçченĕсемпе салтак арăмĕсем. Вĕсен пурнăç услови шайне лайăхлатассипе самай ĕçсем йĕркелесе пынине палăртнă. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пани, асăну палăкĕсене тирпейлĕ тытса пыни, тавралăха тирпей илем кӳнĕ ĕçсем - пур те çакнах  çирĕплетсе параççĕ. Пирĕн пата килнĕ сумлă хăна, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Енре Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалласа пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттернишĕн ырăпа каласа хăварнă.  Журналстсен ыйтăвне хуравланă май, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич    Чăваш Енре гражданла общество институчĕсене аталантарма пулăшакан Атăлçи федераллă округри канашĕн ларăвĕнче ырă сĕнӳсем пулнине каланă. Çамрăксем хушшинче ăс-хакăл туйăмне вăйлатас тĕллевпе Атăлçи федераллă округра «Çĕнтерӳ» ятлă пĕлтерĕшлĕ проект пурнăçа кĕртме палăртнине асăннă. Кунта, паллах журналистсен тавракурăмлăхĕпе çыхăннă, çĕнтерӳ теми те пулассине каланă. Шкул ачисем хушшинче чи ăста ĕçсемпе чи илĕртӳллĕ те паха музейсен ĕçĕсене хакласси те пулĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăри çамрăксем чыса тивĕçлипех тытнине асăннă. «Тĕрлĕ проектсемпе яланах малтисен вырăнĕнче пулни те никамшăн та вăртăнлăх мар. Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене хутшăнса çĕршыва хытăрах юратма вĕренсе, патриотизм туйăмне вăйлатса пыраççĕ», - тенĕ. Тĕплĕнрех



05 декабря 2014
19:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter