Гражданла общество институчĕсене аталантарма пулăшакан Атăлçи федераллă округри канашĕн ларăвĕ Шупашкарта иртнĕ

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич килсе çитнĕ. Михаил Бабич Чăваш Енре гражданла общество институчĕсене аталантарма пулăшакан Атăлçи федераллă округри канашĕн ларăвне К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче  ирттернĕ. Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче Общество канашĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, тĕрлĕ политика партисенчен представительсем, регионсенчи обществăра малта пыракансем пулнине асăннă. «Эпир нихăçан та Общество канашне кĕрес текенсен кăмăлне пусарман. Яланах кирлĕ пек условисене округсенче йĕркелесе, обществăра пур ыйтăва та татса пама тăрăшатпăр», - тесе палăртнă Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич.  «Паллах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ май, уйрăмах влаç органĕсенче тимлекенсемпе обществăра малта пыракансенсем пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлесе пыни те вырăнлă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленмеллин планне те пăхса тухнă, тĕллевсене те уççăммăнах палăртнă.  Чи кирли – вăрçăра вилнисен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра тытмалли. Вĕсене асăнса лартнă палăксене кирлĕ пек йĕркелесе тытса пынине çирĕп асăрхаса тăмалла. Кулленех ыйтăва  куçран вĕçертме юрамасть. Иккĕмĕшĕнчен – паян ветерансене пулăшас тĕллевпе, волонтерсене çирĕплетмелле. Атăлçи федераллă округпа илес пулсан волонтерсен хисепĕ сахал мар, пур-пĕр çак ĕçе малалла тăсмалла. Ветерансене социаллă хӳтлĕх парасси те тĕп ыйтусем шутне кĕрет. Хваттер ыйтăвĕсене татса памалла, вăхăтра вĕсен сывлăхне пăхса тăмалла, курнăçмалла. Ырă сăмах – темрен те хаклă. Округа кĕрекен регионсенче пурĕ пĕрле 2008 çултан пуçласа 82 пин ветерана хваттер ыйтăвне татса пама май килнĕ. Ку ĕç малалла та пырать. Пирĕн  пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – пур вăрçă ветеранĕсене те çурт-йĕрпе тивĕçтересси», - тесе каланă вăл. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пур тытăмра вăй хуракансем те пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесе, килĕшĕве тытса пынине асăннă.  Патшалăх влаçĕпе   гражданла общество килĕштерсе ĕçлесе пыччĕр тесе,  влаç органĕсенче тимлекенсен ĕçне çирĕп тĕрĕслевре тытса пыма Чăваш Республикинче Общество палатине йĕркеленĕ. Ачасемпе çынсен, предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйсем пур. Ĕç тăвакан пур влаç органĕсенче те общество канашĕсем, вĕсем  эффективлă ĕçлеççĕ. Влаçра ĕçлекенсем уççăнах пуринпе те тачă çыхăнура. Тĕрлĕ политика партисемпе тăтăшах тĕл пулнă, массăлла информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекенсемпе те çыхăну аван йĕркеленĕ», - тесе палăртса каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енре 128 наци ҫынни тата 8 халӑх ушкӑнӗ туслӑн та килӗштерсе пурӑнать. Патшалӑх политики вӗсен сайра тӗл пулакан тата хӑйне евӗрлӗ культурине, чӗлхипе йӑли-йӗр­кине сых­ласа упрама, ҫирӗплетме тата малалла аталантарма майсем туса пама тӗллев тытать. Республикăра коммерцилле мар 1389 организацине шута илнĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕнче  ятарласа шырав отрячĕсен округри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул тултарнине халалланă куравпа сумлă хăнасем паллашнă. Палăртса хăваратпăр, кăçалхи слет Киров облаçĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пуçарăвĕпе иртнĕ. Унта 375 шыравçă хутшăннă. Чăваш Ен команди маттурлăхпа палăрнă, кăтартăвĕсем аван, - çапла хакланă пирĕн шыравçăсен ĕç-хĕлне.  Командăсен хушшинче  Чăваш Енрен кайнă ушкăн иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тĕрлĕ конкурсра тата номинацире çĕнтернĕ. Сăмахран, «Наставник» номинацире «Набат» шыравçăсен клубĕн органĕсен представителĕсем те хастар хутшăннине палăртма уйрăмах кăмăллă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем-шыравçисем слет пĕр-пĕринпе паллашма, туслашма май панине, патриот туйăмне татах ӳстернине çирĕплетет, - тесе пĕлтернĕ сумлă хăнана. Тĕплĕнрех

 



05 декабря 2014
18:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter