Тăвай районĕ: Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвне сỹтсе явни

Малашне те пулăшасса шанатпăр

Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче ял хуçалăхĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă май, пирĕн çĕр-шывра кăçал тĕш тырă тухăçĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Агропромышленность комплексĕпе производство ỹсĕмĕ 6 процентпа танлашать.

Раççейре эффективлă ĕçлекен пысăк аграри предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене эпир малашне те пулăшсах пырăпăр, терĕ. Пирĕн районта кăçал 18 пин тоннăна яхăн тыр-пул пухса илнĕ. "Чутеевский" ЯХПКра, "Акконд", "Родник" обществăсенче, Грачев, Михайлов хресчен фермер хуçалăхĕсенче тухăç аван.

Çĕрулми туса илессине çĕнĕ технологисене пăхăнса йĕркелесе пыратпăр. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче вăрлăхсене ака кондицине лартассипе ĕçлеççĕ. Сортлă тырă çеç акмалла - çакăн пек тĕллевпе вăй хураççĕ çĕр ĕçченĕсем.

Кăçал 4 фермер хуçалăхĕ патшалăх грантне илме тивĕçлĕ пулчĕ. Ку питех те лайăх хавхалантару. Малашне те ку енĕпе пулăшасса шансах тăратпăр.

Валерий ЧАЙКИН, райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ

Талантлă ача - наци пуянлăхĕ

Владимир Владимирович Путин хăйĕн Çырăвĕнче вĕренỹ пахалăхне ỹстересси çинче те чарăнса тăчĕ. Чылай вăхăт иртнĕ хыççăн, кăçалхи декабрĕн 3-мĕшĕнче пирĕн шкулта та вырăс чĕлхипе выпуск сочиненине çырчĕç. 11 класра вĕренекенсем пурте ăнăçлă хутшăнчĕç унта.

В.Путин талантлă ача наци пуянлăхĕ пулнине палăртать. Ăслă-тăнлă, маттур ачасене патшалăх енчен хавхалантарма тăрăшнине ырламалла. Тăвай шкулĕпе илсесссĕн те, пултаруллă вĕренекенсемпе учительсем çуллен тенĕ пек тĕрлĕ грантсене, премисене тивĕçеççĕ.

"Хамăр çĕр-шыврах пахалăхлă та пысăк технологиллĕ продукци туса илмелле", - тенĕ Çырура. Владимир Путин паян ĕç вăйĕ - ахаль рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, инженерсем ... - питĕ кирлине пĕлтерчĕ. Çамрăксене професси суйласа илме шкултах пулăшмалла. Акă, пирĕн шкулта вуннăмĕшсем виççĕмĕш çул ĕнтĕ инженерипе техника специальноçĕсене алла илме хăнăхаççĕ.

Вера КИРИЛЛОВА, Тăвайри вăтам шкул директорĕ



06 декабря 2014
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter