Карягина вулавĕсем

Çыннăн чун хавалĕ çĕкленнĕ самантра сăвă çырăнать, вуланать - поэзи тĕнчи вăранать. Патăрьел тăрăхĕнче республикипе, çĕр-шывĕпе, тĕнчипе паллă çыравçăсем чылай. Вĕсенчен пĕри - Марина Карягина. Çыравçа, тележурналиста халалласа Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта сăвăç чун-чĕреллĕ шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем "Марина Карягина вулавĕсем" конкурса пуçтарăнчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртет çак конкурс.

Марина Федоровнăпа пĕрле Шупашкартан сумлă хăнасем те килчĕç: Чăваш халăх артисчĕ, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн профессорĕ Валентина Владимировна Смирнова; Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ Светлана Асамат; Владимир Алмантай тĕпчевçĕ, Сергей Мышев оператор.

Конкурс пуçланиччен тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, музейпа, кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Хăнасене чăваш тумĕллĕ хỹхĕм хĕр ачасемпе сатур ар çын ачасем çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Мероприятие чыслă лару-тăрура шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Марина Ильинична Табакова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Уява пуçтарăннă çынсене шкул директорĕ Алексей Алексеевич Логунов саламларĕ, шкулта пурне те курма хапăл пулнине палăртрĕ.

Туçа енĕн паллă çыннисем, ăсчахĕсем Валерий Ивановичпа Александр Николаевич Салминсем те тухса калаçрĕç.

Марина Федоровна тăван шкулта ирттернĕ çулсене аса илчĕ.

Уява пухăннисем поэтессăн биографийĕ, пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаци пăхрĕç, иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене видео пăхса киленчĕç, шкулта иртекен тĕрлĕ мероприятисенчи сăн ỹкерчĕксемпе паллашрĕç, шкул ачисем хатĕрленĕ концерта курса савăнчĕç.

Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем йышланса пыни, паллах, савăнтарать. Конкурсра вун тăватă шкултан пухăннă утмăл ытла ача тупăшрĕç.

Кĕçĕннисем хушшинчи çĕнтерỹçĕ - Кивĕ Ахпỹрт шкулĕнче 3 класра вĕренекен Федоров Алексей.

Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене çак ачасем йышăнчĕç: Каргина Диана (Кивĕ Ахпỹрт, 3 класс), Гаврилова Дарья (Алманчă шкулĕ, 4 класс), Новожилова Екатерина (Аслă Арапуç, 4 класс), Чернова Елена (Çĕнĕ Ахпỹрт, 2 класс), Антипова Анастасия (Кивĕ Ахпỹрт, 2 класс).

5-7 класра вĕренекенсем хушшинче те хĕрỹ тупăшу пулчĕ. Пурте чĕререн, питĕ хавхаланса каларĕç, пĕри тепринчен маттур, хастар. Çĕнтерỹçĕ ята вара каллех Кивĕ Ахпỹртсем тивĕçрĕç. 6 класра вĕренекен Анжела Суркова "Çĕтĕк ача" сăвă сыпăкĕпе пурин чунне те тыткăнларĕ.

Иккĕмĕш вырăна çак ачасем пайларĕç: Шурякова Екатерина (Аслă Арапуç шкулĕ, 5 класс), Степанова Диана (Ыхра Çырми шкулĕ, 6 класс). Виççĕмĕш вырăнта Ананьева Ангелина (Аслă Чемен, 6 класс), Галкин Мефодий (Патăрьелĕнчи 1 № вăтам шкул, 5 класс), Краснова Инна (Ишлĕ-Шетмĕ, 7 класс), Мальцева Юлия (Кивĕ Ахпỹрт, 5 класс).

8-9 класра вĕренекенсенчен чи маттурри Сăкăтри вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Елагина Виктория пулчĕ.

Иккĕмĕш вырăнта Краснова Аллăпа (Ишлĕ-Шетмĕ, 8 класс) Баранов Алексей (Тури Туçа, 9 класс).

Леонтьева Кристина (Ыхра Çырми, 8 класс), Викторов Дмитрий (Аслă Арапуç, 8 класс), Заплаткина Алина (Тури Туçа, 9 класс), Козлова Кристина (Патăрьелĕнчи 2№ вăтам шкул, 9 класс) вара виççĕмĕш вырăна пайларĕç.

Туçари вăтам шкулта 1 класра вĕренекен Виноградова Ольга Марина Федоровна аллинчен автографлă кĕнеке илме пултарчĕ. Пĕчĕкскер сцена çине тухса "Атте тесен..." ятлă сăвва калама тытăнсан залра ларакансем тăвăллăн алă çупса ячĕç.

Хутшăнакансене пурне те ĕнентерỹ хучĕсемпе, çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе, уява килнĕ çыравçăсем хăйсен кĕнекисемпе чысларĕç. Юлашкинчен хăнасем çепĕç юрăсем шăрантарса, шăхлич, купăс каласа савăнтарчĕç. (Патăрьел районĕ)



08 декабря 2014
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter