Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтанах пухăннисене ырă хыпара пĕлтернĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи пулма Юрий Васильева шанса, Указа алă пуснине каланă.  «Çакнашкал пысăк яваплăха, йышăнăва ăнсăртран палăртман. Юрий Егоров яланах хăйне шанса панă ĕçсене таса чунпа, тивĕçлипе пурнăçланă. Маларах ăна шанса пынă ĕçсене те вăл  тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыни куçкĕретех», - тесе палăртнă хăй шухăшне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Юрий Егорович Васильева малашнехи ĕçсенче ăнăçусем туса пыма, Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăрăшма сĕннĕ. Кунсăр пуçне паянхи ларура тепĕр хыпар çинчен те чарăнса тăнă.  Чăваш Ен историне вĕренме май паракан вĕрентӳпе методика комплексĕн концепцине хатĕрлеме пĕр хутчен парса тивĕçтермелли Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пулăшăвне грант пирки Указа та алă пуснине пĕлтернĕ.  Çакнашкал йышăну çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парс ĕçшĕн те пĕлтерĕшлĕ.  «Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче  патриотизм пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă тата Чăваш автономии облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул, Шупашкар хулине – 550 çул çитнĕ май шăпах та вырăнлă», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.   Çул-йĕр фондчĕпе çыхăннă ыйтусем пирки  Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов тĕплĕн чарăнса тăнă. 11 уйăх хушшинче 1 413 млн. тенкĕлĕх фонд урлă тăкакланнине асăннă. Планпа пăхса хăварнинчен 77 процент. 2014 çул валли йышăннă укçа-тенкĕпе туллин усă курнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Пĕтĕм тĕнчери VIII «Раççей транспорчĕ» форума тата курава хутшăнни пирки каласа кăтартнă. Раççей РФ транспорт министрĕ Максим Соколов инвестици, строительство тата транспорт компанийĕсен представителĕсем валли йĕркеленĕ ĕçлĕ апатланăвăн уйрăм саманчĕсем пирки каласа хăварнă. 2018 çулта футболпа Тĕнче чемпионатне ирттернĕ май федераллă çулсене пĕтĕмпех тирпейлессине каланă, çавна май та çулсем хĕрринчи инфратытăма лайăх хатĕрлесе çитермеллине асăннă. Çулсем çинче йĕркене пăхăнмансене çийĕнчех тупса палăртассипе видеосăнавсене вырнаçтарасси пирки ĕçсене вĕçне тухма, Атăл леш енчи çулсене тирпейлесе тăракан подрядлă организацине ĕçсене туллин кирлĕ пек пурнăçламаннишĕн асăрхаттарса хăварнă. Грипп чирĕсем пирки Чăваш Республикин  сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова чарăнса тăнă. Грипп чирĕнчен асăрханас тесе прививка ĕçне раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех вĕçленĕ. Мĕн-пур çынсенчен 27,8 проценчĕ чиртен асăрханса прививка тунă ( 346 748  çын). Кăтарту пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан, самай пысăкрах. Çынсем гриппа чирленĕ тĕслĕхсен хисепĕ ытларах Шупашкарта, Канашра, Çĕнĕ Шупашкарта. Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăлçи округри Граждан обществисен институчĕсене аталантарас енĕпе ĕçлекен общество канашĕн ларăвĕпе Чăваш Республикинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине уявлама хатĕрленес ыйтусемпе ирттернĕ канашлу пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев тĕплĕн каласа кăтартнă. «Çакнашкал пысăк мероприяитие Чăваш Енре пуçласа ирттернĕ. Ăнсăртран мар, сăлтавĕ, влаç органĕсенче тимлекенсемпе обществăлла организацисем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени. Ку вара, чи пахи, пуриншĕн те тĕслĕх вырнĕнче пулни, - тесе уççăммăн каланă вăл. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин Мускавра Пĕтĕм тĕнчери ятарлă 17-мĕш «Раççей электричество сечĕсем-2014» курава хутшăннă предприятийĕсем пирки каласа хăварнă. «ЭКРА» НПП», «ИЗВА», «Бреслер» ИЦ», «Электроаппарат»,  «ВНИИР», «Электроавтомат» АУОсем, «Шупашкарти электромеханика завочĕ», «ЧЭАЗ» АХОсем, «Каскад» НПО тата ыттисем хăйсен экспозицийĕсене тăратнă. Курав ĕçлеме пуçланă кунранах Чăваш Енри предприятисем чылай коммерци сĕнĕвĕ пухма ĕлкĕрнĕ. Калăпăр, «ЭКРА» компанин цифра подстанцийĕсемпе тата ыти предприятисен таварĕсемпе - рынока кăларнă çĕнĕ йышши оборудованипе - интересленекенсем сахал мар пулнă. Чăваш Енĕн электротехника кластерĕн предприятийĕсен продукцийĕ чикĕ леш енчи аналогсемпе ăнăçлă тупăшни çинчен  никамшăн та вăртăнлăх мар, пахалăх енĕпе ют çĕр-шывсен продукцийĕнчен кая мар, тепĕр чух ирттерет те, çав вăхăтрах хакĕпе чылай йӳнĕрех пулнине каланă хăнасем. Республика Пуçлăхĕ курава хутшăннисене тав тунă. Малашне те вĕсем лайăх ĕçлесе пыччĕр тесе, яланах пулăшса пыма Правительство хатĕр пулнине каланă.  



08 декабря 2014
16:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter