Шупашкарта çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă

Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Шупашкарта «Город Чудес» (Асамлăх Хули)  202- мĕш ача садне торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ тата ытти официаллă хăнасем пухăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче кăçал республикăра ача сачĕсем кулленех хута кайнине палăртнă, ку хисепĕпе илес пулсан пиллĕккĕмĕш шутланать. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата та 10 ача сачĕ хута яма палăртса хунă. Каласа хăвармалла, паян хута каякан ача сачĕсенче пĕтĕмпех пепкесене аталантарса пыма тĕрлĕ услови пур. 20-30 çул каярахрипе танлаштарсан, пачах урăхла.   «Юратнă Раççей Федерацийĕн пуласлăхĕ –ачасен аллинче, шăпах та вĕсем тĕнчене аталантарма витĕм кӳрĕç. Тăван çĕршыва, тăван тавралăха упрама, килĕшӳллĕ çемьесем çавăрса, пĕр-пĕрне ăнланса, юратура çеç пурăнма вĕренччĕр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене пĕтĕмпех туллин пурнăçланине, паянхи куна Шупашкарта 3 çултан пуçласа тата иртнĕ пепкесене 300 ача çеç черетре пулнине шута илнине каланă. Пысăк хăнасем объекта пăхса çаврăннă, уйрăм пӳлĕмсемпе паллашнă. Палăртса хăварасшăн, çак çуртăн строительство ĕçне 2013 çулта пуçланă, пурĕ 111 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Ача садне 303 пепке çӳрĕ, халлĕхе кунта 120 ача.  Шупашкар хулинче 127 ача сачĕ, пуçламĕш шкул – ача сачĕ пĕрре. Унсăр пуçне патшалăх тытса тăман учрежденисем - 5. Ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсен ĕç укçин шайĕ вăтамран, кăçалхи çул 10 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, 19230,2 тенкĕпе танлашать. Тĕплĕнрех



08 декабря 2014
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter