Вăрмар районĕ: çĕнĕ çурт хăпарать

2014 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче поселокри Некрасов урамĕнчи 4-мĕш номерлĕ çуртăн пĕрремĕш кирпĕчне хунă. Кирпĕч хыççăн кирпĕч - çакăн пек тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа хăпараççĕ те çуртсем. 60 хваттерлĕ çурт тăвассипе «Урмарская» КСО» акционерсен хупă обществи подрядлă организацийĕ ĕçлет. Кунта чăннипех те пултаруллă та хастар ĕçченсем тăрăшаççĕ. Хăйсен ĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа, пахалăхлă тата хăвăрт пурнăçлаççĕ. Хаваслă та уçă сасăсем стройкăра ян та ян илтĕнеççĕ. Сивĕсене пăхмасăрах ĕç кал-кал пулса пырать. Ĕçсене 2015 çулхи март-апрель уйăхĕсенче вĕçлеме палăртнă. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттер калăпăшĕ 38-40 тăваткал метрпа танлашĕ. Кунсерен кунта 30 çын вăй хурать, унсăр пуçне 3 кран, 2 трактор, 5 КамАЗ. Объекта туса пĕтермешкĕн 58 млн тенкĕ уйăрнă, паянхи куна ĕçсене15 млн тенкĕлĕх пурнăçланă.



08 декабря 2014
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter