Çавал шывĕнчен çуркуннехи вăхăтра шыв-шуртан хӳтĕленмелли сооружени комплексĕ хута кайнă

 Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ хулине çитсе килнĕ. Çавал кашласа юхнă вăхăтри шыв-шуртан сыхланас тĕлĕшпе хӳтĕлев сооружени комплексĕн иккĕмĕш пайне торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Тури Атăлçитăрăхĕн шывсемпе ĕçсене йĕркелесе тăракан управленийĕн ертӳçи Александр Баринов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ  - строительство министрĕ Олег Марков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев, муниципалитет ертӳлĕхĕ хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ  çакăн пек пысăк инженери хӳтĕлев гидротехника  сооруженийне ĕçе кĕртсе янине пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, объект чăннипех те çĕрпӳсемшĕн питĕ вырăнлă пулнине каланă. «Кашни çулах Çĕрпӳре пурăнакан халăхсемшĕн çуркуннехи шыв-шур вăхăчĕ хăрушлăх кăларса тăратнă пулнă, уйрăмах Виç Пӳрт ялĕшĕн. Пурăнакан çынсен пурлăхĕ юрăхсăра тухнă, выльăх-чĕрлĕхсем шар курнă,  Çĕрпӳре шыв-шуртан хăтăлса юлмалли, хӳтĕлев сооруженийне хута ярасси пирки федераци шайĕнче ыйтăва пăхса тухнă пулнă. Пире, чăннипех те çакăн пек хаклă проекта пурнăçа кĕртсе яма май килчĕ. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 205 млн. тенкĕ, вĕсенчен 171 млн. тенкине федераци бюджетĕнчен пулăшăва куçарса панă пулнă. Ку объект халăхсемшĕн чăн-чăн ырлăх. Юлашки çулсенче Çĕрпӳ хулипе районĕшĕн сахал мар тăкакланнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çĕклесе лартма май килчĕ», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Пур те тахçантанпах кĕтнĕ объекта пурнăçа кĕртме пулăшнишĕн,  шыв ресурсĕсен Федераци агенствипе ытти пулăшнă çынсене Михаил Игнатьев тав сăмахĕ каланă. Çак асăннă объект ĕçĕнче ырми-канми тăрăшса лайăх ĕçлесе пынă «Волгагазстрой» АХП бульдозеристне Виталий Иванова, «Строительная компания – Волга» ООО машинист экскаваторне Василий Климова, «Строительная компания – Волга» ООО строительство енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхне Лев Некрасова алла çыхмалли сехетпе Тав çырăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев парса хисеп тунă. Тури Атăлçитăрăхĕн бассейн шывĕсемпе ĕçсене йĕркелесе тăракан управленийĕн ертӳçи Александр Баринов хăйĕн сăмахĕнче 2012-2020 çулсенче Раççей Федерацийĕнчи шыв хуçалăхĕн комплексне аталантарс федерацийĕн тĕллевлĕ программине пурнăçлас тĕлĕшпе регионта проекта пурнăçа кĕртнинче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тӳпи пысăк, - тенĕ. «Программăна пурнăçа кĕртесси регионпа муниципалитетран килет. Михаил Васильевич Игнатьев тăрăшуллăхне пула, программăна аталантарса пымалли хăйне евĕр программа çирĕплетсе йышăннă. Эпир, паян пурсăмăр та куратпăр, чăннипех те йышăнă программа пурнăçланнă», - тесе палăртса каланă хăй шухăшне Александр Баринов. Хула ертӳлĕхпе кунта пурăнакансем пухăннă хăнасене чĕререн тав тунă, проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнисене уйрăммăн ырăпа асăннă. Ĕмĕртен ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ, чăннипех те çĕрпӳсемшĕн пурнăçа кĕнĕ. Хӳтĕлев сооруженийĕ Çĕрпӳ хулине  шыв-шур вăхăтĕнче ăнсăртран сиксе тухакан хăрушлăха сирсе яма пулăшать. Халăх пĕтĕ кăмăллă.  Асăннă ыйтăва тахçантанпах татса парасса питĕ кĕтнĕ пулнă. Виç Пӳрт ялĕнче пурăнакансем самаях савăнăçлă, вĕсем ытти чухне ытларах инекеке тӳскеленĕ пулнă таха.  Хулара Михаил Игнатьев хĕрарăмсен монастырьне кĕрсе курнă, унти шкула  çитнĕ. Историпе литературăн пĕрлештернĕ урокĕнче вупĕрмĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле пулнă, «Раççей çамрăкĕсем» темăпа иртнĕ урок юхăмне пăхнă, чиркӳ ĕçĕпе те кăсăкланнă. Тĕплĕнрех



09 декабря 2014
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter