Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕнчи «КЕТРА» завод ĕçĕпе паллашнă

Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районне ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ, «КЕТРА» завод ĕçĕпе паллашнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ производствăн линийĕнчи таварĕсене пăхса çаврăннă, ĕç коллективĕн ушкăнĕпе курса калаçнă. Кунта калăпланса тухакан кирпĕчсемпе республикăри пур строительство компанийĕсем усă кураççĕ тесен те йăнăш мар. Çулталăкне завод 60 млн. кирпĕч калăпласа кăларать, призводствăри ĕçе пĕтĕмпех автоматика çине куçарнă, май килнĕ таран çынсем пурнăçлас ĕçе хăтарнă. «Пахалăх енчен пысăк шайра калăпланса тухакан кирпĕче, паян уйрăмах рынокра аван ыйтаççĕ. Енчен те маларах тавара республикăра тăратнă пулсан, халĕ вара вырăнтах калăпланать. Каласа хăварас пулать, кирпĕче хатĕрлемелли тăм пахалăх енчен çӳллĕ шайра тăрать, энергетиксен ыйтăвĕсене пĕтĕмпех тивĕçтерет. Эпĕ, чăннипех те çакăн пек лайăх, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыракан предпринимательсемпе савăнатăп. Вĕсем пурин умĕнче те уççăмăнах, тивĕçлипех ĕçлесе пыраççĕ. Нимĕнле вăртăнла ĕçсем те туса пымаççĕ. Кунта калăпланса тухакан кашни кирпĕч шутра», - тесе уççăммăн каланă хăй шухăшне республика Пуçлăхĕ. 80-мĕш çулсенче пурнăçа кĕртме палăртнă ĕмĕт, çуртсен умри пайĕсене илем кӳртмелли кирпĕч кăларакан завод проекчĕ пурнăçа кĕчĕ. Паян, вĕсем тӳлекен налуксем, пĕтĕмпех Чăваш Енре юлаççĕ, республика бюджетне тултарăнать. «КЕТРА» завод паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк производство комплексĕ. Кунта пĕтĕмпех Италирен кӳрсе килнĕ техника хатĕрĕсене вырнаçтарнă, çулталăкне завод 60 млн кирпĕч калăплать. Тавара калăплас ĕçре Красноармейски районĕнчи тăмпа пĕтĕмпех усă кураççĕ. Ытларах паян кирпĕчпе Чăваш Республикинче строительство ĕçĕнче усă кураççĕ. Кунсăр пуçне, паллах, юнашар регионсем те тăтăшах ыйтаççĕ. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан завод пысăк технологиллĕ çĕнĕ 140 ĕç вырăнĕ хатĕрленине асăннă республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



09 декабря 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter