Кашни вăрçă паттăрĕ асра

Паллă мар салтак кунне халалласа Элĕкри ача-пăча библиотекинче «Паллă мар салтак... Асра тытатпăр» ятпа курав йĕркеленĕ. Унта «Огонек», «Русский репортер» журналсенче Паллă мар салтак çинчен пичетленнĕ материалсемпе паллашма май пур. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çинчен «Помнит мир спасенный», «Жестокие уроки Чеченской войны» илемлĕ литература пуххисем тата В. Руновăн «Чистилище Чеченской войны» кĕнеки пирĕн салтаксен паттăрлăхĕпе хăюлăхне палăртаççĕ. Афганистан вăрçи çинчен каласа паракан «Никто не создан для войны» публицистика пуххи те чылайăшне кăсăклантарчĕ.

Вĕренекенсемпе «Ятсăр салтакасем çук» темăпа калаçу ирттерчĕç. Шкул ачисем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çинчен презентаци пăхрĕç, хĕрÿ çапăçусем ăçта пулнисене аса илчĕç. (Элĕк районĕ)

 



09 декабря 2014
07:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter