Элĕк районĕ: культура çуртĕнче - юсав ĕçĕсем

Карачурари социаллă культура центрĕнче пултаруллă çынсен коллективĕ ĕçлет. Вĕсене ĕмĕт-тĕллеве пурнăçласа пыма тивĕçлĕ условисем те кирлĕ. Çавна май курмалли залра кирлĕ пек йĕрке тăвас енĕпе ĕçсем анлă сарăлчĕç.

Сценăпа фойене хитре сăн кĕртнĕ ĕнтĕ. Культура ĕçченĕсен тата вырăнти çынсен вăйĕпе - вĕсен йышĕнче Л.Онуфриева, И.Онуфриев, Э.Ефремов, С.Алексеев, Г.Матвеев, Ю.Иванов, Д.Петров - зал стенине пейзаж баннерне вырнаçтарчĕç.

- Пирĕн культура çуртне чылай çул юсаманччĕ. Халĕ май пур чухне ку енĕпе ĕçлес терĕмĕр. Л.Онуфриева тăрăшнипе сценăна кармалли, баннер тата ытти материалсем турттарса килнĕ. Умра - пысăк ĕçсем: тăрă юсамалла, электрохатĕрсене улăштармалла, - теççĕ ял çыннисем.

Карачурасем культура учрежденине юсассишĕн тăрăшакансене тав тăваççĕ. Çав вăхăтрах Ехремкасси ял тăрăхĕ, «Авангард» хуçалăх та пулăшу кÿрессе шанаççĕ.



09 декабря 2014
07:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter