Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Медицина пĕтĕмпех ĕçсене тĕрĕслесе пыма ĕлкĕреймĕ, енчен те кашни çын хăй енчен тăрăшмасан, сывă пурнăç йĕркине тытса пымасан, апата кирлĕ пек йĕркелемесен»

 Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хула администрацийĕн пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ тăрăх видеоканашлу ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ канашлăва пухăннисене Сочире  хĕллехи XXII-мĕш Олимпиада вăййисем пуçланнă ятпа хĕрӳллĕн саламланă. Ĕçе малалла тăснă  май, Михаил Игнатьев пушара хирĕç кĕрешес ыйтăва куçран вĕçертмелле маррине палăртнă. Асăннă ыйту - çынсен пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Профилактика ĕçĕсене тăтăшах йĕркелесе ирттернĕ пулин те, кирлĕ пек ыйту вырăнтан хускатманни сисĕннине каланă.  Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 117 пушар тухнă тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенче 19 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. «Енчен те киревсĕр çынсене пула, инкек сиксе тухать пулсан, айăплисене тупса, вăхăтĕнче службăра ĕçлекенсен явап тыттармалла», - çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вырăнти тата муниципалитетсем хушшинчи çул-йĕрсене реконструкцилес, çĕнĕрен сарас, вĕсене валли Чăваш Республикин Çул-йĕр фондĕнчен 2013 çулта тăкакланнă укçа-тенкĕсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – çул-йĕр тата  транспорт хуçалăх министрĕ Михаил Янковский тĕплĕн каласа кăтартнă. Сăмаха май, 2014 çул валли йышăннă ĕç планĕсемпе те паллаштарса хăварнă. Çул-йĕр хуçалăхне пĕлтĕрхи çул  бюджетсен тĕрлĕ шайĕнчен тĕрлĕ çăл куçран 2735 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă, вăл 131 процентпа танлашать. Вырăнти бюджетран 2753,1 млн. тенкĕллĕх, 101 процент çулталăк планĕпе танлаштарсан, пĕлтĕрхи çулпа танлаштарсан 142 процент чухлĕ пулать.  Регион тата муниципалитетсем хушшинчи çул-йĕрсене 103 км чухлĕ çĕнетсе юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, 147,5 км вырăнти çул-йĕрсене тирпейленĕ. Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче çулсем валли уйăрнă укçапа кирлĕ пек туллин пĕлсе усă курнă.  Вăрнар, Красноармейский, Çĕмĕрле,  Шупашкар районĕсенче тĕллевлĕ уйăрнă укçан хăш-пĕр пайне илсе пĕтерменни пăшăрхантарать, пĕтĕмĕшле 10 млн. тенкĕ хăварнă. Кăçалхи çул валли 2041 млн. тенкĕ çулсене валли пăхса хăварнă, вĕсенчен тĕпрен çĕнетсе юсама муниципалитетсем хушшинчи, вырăнти, регон пĕлтерĕшлĕ çулсене çĕнетме 1128,8 млн. тенкĕ уйăрнă. Çак хакран 60 млн. тенкине нумай хаттерлĕ çуртсем патĕнчи çул-йĕре тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме пăхса хăварнă. Палăртса хунă укçан виçине ӳстерме те пăхса хăварнă. Канашлура уйрăм администрацийĕсен пуçлăхĕсене итленĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене çивĕч пăхса тухнă. Республика Пуçлăхĕ аван ĕçлесе пыракан муниципалитетсене, çул-йĕрсене тирпейлĕ тытса пыракансене хавхалантарма пулăшу кӳме чĕнсе хăварнă. «Вырăнти халăхсен чи çивĕч ыйту кăларса тăратаканни – çул-йĕрпе çыхăннă, вĕсене кирлĕ пек шайра тытса тăмалла. Кунашкал ыйтусене халăхпа тĕл пулса калаçнă самантсенче пĕрре мар калаçу хускатнă, вырăнти старостăсем те тăтăшах ыйтăва çĕклеççĕ. Хăш администрацисем лайăх ĕçлеççĕ, вĕсене малашне те пулăшсах пымалла. Енчен те уйăрса панă укçана та туллин, сăлтавсăрах усă курман пулсан, ку паллах шухăшлаттарать - айăпĕ вырăнти администраци пуçлăхĕсем çинче. Сирĕн хăвăра шанса панă ĕçсене яваплăха туйса пурнăçласа пымалла», - тесе çивĕччĕн пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Республика Ертӳçи çулсемпе ĕçлекен подрядлă организацисемпе ĕç хутне йĕркеленĕ чухне критерисене пĕлсе кирлĕ пек лартса памаллине асăрхаттарса хăварнă. Кун пек ĕçе йĕркелени – финанс тĕлĕшĕнчен ыйтусем кăлтăксемсĕр пурнăçланнине каланă. Уйрăм ушкăнра тăракан çынсене диспансеризаци кăларас ыйту çинчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн пĕрремĕш çумĕ  Татьяна Богданова тĕплĕн паллаштарнă. Диспансеризацийĕн тĕп пĕлтерĕшĕ чирсем шала каяссинчен тупса палăртасси. Пĕлтĕр, 2013 çулта 231430 çынна тĕрĕслев витĕр кăларнă, харпăр хăй ирĕкĕпе 1142 çын диспансеризаци тухман. Михаил Игнатьев канашлăва пухăннисене усал ĕçсем тăвассинчен ытларах профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрма кирлине асăннă.  «Сывлăх сыхлавĕн тытăмне пысăк укçа-тенкĕ уйăратпăр. Медицина пĕтĕмпех ĕçсене тĕрĕслесе пыма ĕлкĕреймĕ, енчен те кашни çын хăй енчен тăрăшмасан, сывă пурнăç йĕркине тытса пымасан, апата кирлĕ пек йĕркелемесен», - тенĕ Пуçлăх. Тĕплĕнрех

 



10 февраля 2014
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter