Кун йĕркинче актуаллă ыйтусем

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, тĕрлĕ служба ертӳçисемпе  ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Республикăри районсемпе хуласенче шкул çулне çитмен ачасене валли учрежденийĕсене хута яни çинчен Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре юлашки виçĕ çул хушшинче 23 ача сачĕ çĕклесе лартнă, 3870 ача вырăнĕ хатĕрленĕ. Калăпăр, 2013 çулта – 13 учреждени хута янă, вĕсенче ачасене валли 2020 вырăн хатĕрлесе çитернĕ. Шкул çулне çитмен вĕренӳ тытăмне харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен бизнеса явăçтарни курăмлă, вĕсене пула  патшалăх çинче тытăнса тăман 7 ача сачĕ, 20 уйрăм центр, тĕрлĕ студисем йĕркелесе янă. Ултă харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсем республика бюджетĕнчен субсиди илнĕ. Кăçалхи çул шкул çулне çитмен ачасем валли 14 учреждени хута  яма, вĕсенче 2521 ача çӳретме палăртнă. 2014 çулта 19 ача сачĕ çĕклесе лартма палăртнă, вĕсенче 3469 ача садике çӳрĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама 960,8 млн. тенкĕ хушма укçа кирлĕ. Ачасене ача сачĕсене çӳретнĕшĕн уйăхсерен тӳлемелли хаксем çинчен те калаçу хускатнă. Михаил Игнатьев асăннă ыйтăва ашшĕ-амăшĕсем патне кирлĕ пек ăнлантарса çитерсе памаллине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Контроль ĕçĕн Управленине шкул çулне çитмен ачасене валли туянакан таварсен пахалăхне тата хакне муниципалитетсене тăтăшах тухса тĕрĕслесех тăма чĕнсе хăварнă. 2014 çулта çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта VII-мш экономика форумне йĕркелесе ирттерекен хатĕрленӳ ĕçĕсем çинчен Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă. Форум ĕçĕнче тĕрлĕ калаçусемпе, дискуссисем, Раççей тата ют çĕр-шывăн производителĕсем калăпланă таварсенчен куравсем, инвестици проекчĕсемпе презентацисем тата ытти формăлла ĕçсене те йĕркелесе ирттерме палăртнă. Форума on-line системипе официаллă Порталта (www.cap.ru), Раççей информаци каналĕн эфирĕнче, Чăваш Наци телекуравĕнче, «Чăваш Ен» ГТРК  курма май килĕ. «Çĕр улми – 2014» регионсем хушшинчи VI курав Шупрашкарта 2014 çулта нарăс уйăхĕн 20-21-мĕш кунĕсенче иртĕ. Палăртнă мероприятисем çинчен Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçланса пыраканĕ Эдуард Александров чарăнса тăнă. Курава çĕнĕ технологисемпе ĕçлесе пыракан фирмăсемпе компанисем хăйсен таварĕсене тăратма палăртнă. Техника енĕпе ĕçлекен предпринимательсем пĕчĕк тата пысăк шайлă çĕр улми пуçтарса тирпейлекен тĕрлĕ хатăрсене тăрачĕç. Паянхи куна курава хутшăнма Раççейри 15 регионтан 74 организаци кăмăл тунă, çавăн пекех Германирен, Беларусь Республикинчен хăнасем килĕç.   Куравăн пĕрремĕш хутĕнче çĕр улмисен тĕрлĕ вăрлăхĕсене хатĕрлесе тăратма палăртнă. Республика Пуçлăхĕ министерствăна вăрлăхсемпе тивĕçтерес ĕçе тĕплĕн хатĕрленме сĕннĕ. Ытларах халăх паян çĕр улми вăрлăхĕпе хытă кăсăкланать. Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Марк Шмулевич ĕçлĕ визитпа килсе кайнă ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Сумлă хăна Чăваш Енре IT-тытăма аталантарма паянхи куна çителĕклĕ таран пур май та пуррине палăртнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял тăрăхĕсенче васкавлă пулăшу енĕпе ĕçсем еплерех пурнăçлпанни пирки чарăнса тăнă. Халăхпа тĕл пулса калаçнă хыççăн, хăш-пĕр уйрăм ял тăрăхĕсенче васкавлă медицина пулăшăвĕ паракансем палăртнă вăхăта килсе çитменни пирки пăшăрханаççĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова пĕтĕмĕшле илес пулсан васкавлă пулăшупа тивĕçтерекенсем хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланине каланă, енчен те халăха тивĕçтермен уйрăм тĕслĕхсем пулсан, вĕсене те çийĕнчех тухса тĕрĕслеме хатĕр пулнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ эрех-сăра ĕçессине хирĕç кĕрешес ыйтăва куçран вĕçертмелле маррине те çивĕч асăрхаттарнă. Йĕркене пăсса, таварсене сутакансене  тытса явап тыттарма кирли çинчен çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă.



10 февраля 2014
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter