Вăрнар районĕ: çулăм çăмăлттайлăха каçармасть

Çулсеренех вут-çулăм çĕршер çурт-хуралтăна, пиншер транспорт хатĕрне тĕп тăвать, пушар кÿрекен тăкак миллионшар тенкĕпе танлашать.

Инкексен пысăк пайĕн сăлтавĕ – çынсен тимсĕрлĕхĕпе çăмăлттайлăхĕ. Тĕрĕсрех каласан, вут-çулăмпа тата сигарет-чĕлĕмпе асăрханусăр пулни. Сигарет туртнă, уçă çулăмлă приборсемпе (хунарсемпе, çуртасемпе, шăратса çыпăçтармалли лампăсемпе тата ыттипе) чартаксемпе подвалсенче, коридорсенче, ытти хуралтă-çуртра усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни инкеке çывхартать. Кунсăр пуçне çуртсен çывăхĕнче чĕртнĕ кăвайтран пушар тухас хăрушлăх та пур.

Палăртнă тăрăх, сигарет тĕпĕ кăшт вăхăт иртсен сÿнет пулин те хăй ÿкнĕ япалана çунтарма ĕлкĕрет. Çавăнпа та вырăн-диван çинче выртса, уйрăмах ÿсĕрле, сигарет туртни синкерлĕ вĕçленме пултарать. Мĕншĕн тесен вырăна тивсе илнĕ сигарет кĕлĕ хăйĕн çинчен тÿрех мар, ытларах чухне ÿсĕр çын çывăрса кайсан аса илтерет. Çулăм тĕлкĕшнипе тухакан сĕрĕм пушшех ыйхăлаттарать – çывăракан çын пушар пуçланнине те сисеймест, çăлăнма нимĕн те тăваймасть.

Ăпăр-тапăрпа тулса ларнă балконсемпе лоджисем – пысăк хăрушлăх çăлкуçĕ. Çулăма хваттере кĕме çÿлти хутсенчен пенĕ-ÿкнĕ сÿнмен шăрпăк е сигарет тĕпĕ те çителĕклĕ.

Асра тытăр: хăвăрăн кил-çурт е хваттер сыхлăхĕ сирĕнтен килет.



11 февраля 2014
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter