Информаци технологийĕсен малашлăхĕ пысăк

Раççей Федерацийĕн Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Марк Шмулевич ĕçлĕ визитпа Шупашкарта пулнă.

Чăваш ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ирттернĕ тĕл пулура вĕсем информаци технологийĕсен аталанăвне сÿтсе явнă. Министр çумĕ çыхăну отрасльне реформăласси çинчен саккун вăя кĕнине пĕлтернĕ. Çак документпа килĕшÿллĕн 250-ран пуçласа 10 пин таран çын пурăнакан вырăнта чĕлкĕмлĕ оптика сечĕсемпе çыхăнтарма палăртнă. «Çыхăну пире çулсем пекех çав тери кирлĕ», – тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев ку саккун çав тери кирлине, республикăра ку категорине 1720 ял-поселок кĕнине каланă. Сотовăй операторсен çыхăну сечĕсем паян республика территорине 98 проценчĕпе çавăрса илнĕ. Республикăра патшалăх тивĕçтерĕвĕсен нумай функциллĕ центрĕсене туса хунă. Унсăр пуçне ку сете модельлĕ библиотекăсен никĕсĕ çинче анлăлатнă.

Марк Шмулевич Михаил Игнатьева отрасль аталанăвĕн стратегине тыттарнă, Чăваш енпе килĕшсе ĕçлессине пĕлтернĕ.

Михаил Шмулевич Russian StartUp Tour роуд-шоу масштаблă проекта уçнă çĕре хутшăннă. Перспективлă инноваци проекчĕсене тупса палăртассине тата пуçлакан стартап командисене аталантарассине тĕпе хывакан мероприятире Чăваш ен Правительствин председателĕ Иван Моторин, «Сколково» фончĕн президенчĕн советникĕ Пекка Вильякайнен, Росмолодежь ертÿçин заместителĕ Юрий Сапрыкин та пулнă.

Марк Шмулевич тепĕр 10 çултан информаци технологийĕсем пур çĕрте те кирлĕ пулассине, отрасль регионсенчи компанисемпе ÿсессине, Чăваш енрен ку енĕпе çĕнĕ шухăшсем кĕтнине пĕлтернĕ.

Республикăра инноваци инфраструктурине туса хурассине, çамрăксен пултарулăхне аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Пысăк пахалăхлă инноваци продукцийĕсене туса кăларса сутасси ÿссе пырать. 2013 çулта ĕçе кĕртнĕ çĕнĕ продукцин шайĕ 1,5 хута яхăн ÿснĕ. Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш ен – Атăлçи федераци округĕн инновацилле хастар виçĕ регионĕ йышĕнче.

Роуд-шоуна пуçарса яраканĕ – Пекка Вильякайнен. Хăй бизнесне вăл 28 çул каялла йĕркеленĕ, унта 20 пин ĕçчене явăçтарнă. Унăн ĕмĕчĕ – StartUp-сообществăна 1 миллион çынна, предпринимательсемпе бизнесменсене кăна мар, тĕрлĕ професси çыннине, пĕрлештересси. Ун сăмахĕпе, Раççее вуншар пин çĕнĕ компанисем кирлĕ, анчах çакăн валли çамрăк предпринимательсене ăнăçăва мĕнле тупмаллине вĕрентмелле, тенĕ вăл.

Чăваш енри инноваторсем роуд-шоура 40 яхăн проектпа паллаштарнă.Чи лайăххисене Russian Startup Tour эксперчĕсем суйлав тапхăрĕ витĕр кăлармасăрах акселераци тата конкурс программисене хутшăнма ярĕç, бизнес-ангелсемпе тата венчур фончĕсемпе тĕл пулма сĕнĕç.

Марк Шмулевич çавăн пекех Шупашкарти 5-мĕш гимназире те пулнă.

Марк Шмулевич февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи информаци технологийĕсен сферинче ĕçлекен малта пыракан вун пилĕк компани представителĕсемпе тĕл пулнă. Канашлăва Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, çавăн пекех Информаци политикин, тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева тата Вĕрентÿ министрĕ Владимир Иванов хутшăннă.



11 февраля 2014
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter