Каçал Ен районĕ: уçăлма — тухтăрпа пĕрле

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, район çыннисене сывлăха упрамалли мелсем çинчен каласа парас тĕллевпе Комсомольски районĕн тĕп больници 2014 çул тăршшĕпех «Уçăлма — тухтăрпа пĕрле» акци йĕркелет. Унта шурă халатлă ĕçченсем чĕрепе унăн сосучĕсен чирĕсенчен сыхланма вĕрентĕç. Вăл кашни шăмат кун Комсомольскинчи культурăпа кану паркĕнче иртĕ.

Сывă пурнăç йĕркине юратакансене нарăсăн 15-мĕшĕнче çакăн пек тĕл пулăва тĕп больница кардиологĕ Инна Ивановна ЕФРЕМОВА йыхравлать. 10 сехете район администрацине хирĕç паркра пухăнмалла. Спорт тумтирĕ тата пушмакĕ тăхăнмалла тата, паллах, уçăлса çÿреме лайăх кăмăл кирлĕ. Мăшăрăрсене, кÿршĕрсемпе юлташăрсене те пĕрле чĕнĕр.



12 февраля 2014
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter