«Спортри вăрăм кун-çул» Спартакиада иртрĕ

Сочире ХХII хĕллехи Олимпиада уçăлнине халалласа РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕн Управленийĕпе Раççей пенсионерĕсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕ хĕллехи физкультурăпа спортăн 1-мĕш Спартакиадине ирттерчĕç. Ăмăртусем 55 çултан иртнĕ хĕрарăмсемпе 60 çултан аслăрах арçынсем хушшинче шашка, шахмат, ишессипе( ирĕклĕ стиль), сĕтел çи теннис, дартс енĕпе иртрĕç. Уяв савăнăçлă лару-тăрура Вăрмар поселокĕнчи Спорт Çуртĕнче уçăлчĕ. Районти ялсенче пурăнакансем ăмăртусене хастар хутшăнчĕç. Спартакиада çĕнтерÿçи ята Ю.Пашков, В.Скворцов, Г.Санков (Шăхаль), В.Васильев, Л.Эсенкулова, Р.Куликова, В.Нарсов, А.Шибаев, Н.Михайлов, Г.Петрова (Вăрмар поселокĕ), Зоя тата Виталий Марковсем (Кивĕ Вăрмар), Н.Найденов (Кавал), Н.Дмитриева (Чулкас) тивĕçрĕç.



12 февраля 2014
08:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter