Граждансене аварийлĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарас программăна пурнăçланин ыйтăвĕпе пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ селекторлă канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă
Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕм Раççейре иртнĕ селекторлă канашлăва хутшăннă. Видеоканашлăва Раççей Федерацийĕн строительство тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Михаил Мень йĕркелесе пынă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн 2012 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăннă программа РФ субъекчĕсенче граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен хăтарас ыйту епле пурнăçланни çинчен сӳтсе явнă. Чăваш Республикинче паянхи куна нумай хваттерлĕ 859 çурт пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсем шуине кĕнĕ, вĕсен лаптăкĕ 174,45 пин. кв.м. йышăнать, вĕсене 2012-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнччен кĕртсе хăварнă. Çуртсенче 13,3 пин çын пурăнать. Аварийлĕ пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ Çĕнĕ Шупашкарта, Патăрьелĕнче, Ельчĕк районĕсенче çук. 2014 çул вĕçĕ тĕлне 3883 çынна лайăх хăтлă хваттерсене куçарма палăртса хунă. Тепĕр майлă каласан, 1457 çемье çак ырлăха туйса илĕç. Тĕплĕнрех