Вăрмар районĕ: Олимпиадăна халалларĕç

Сочири Хĕллехи Олимпиадăна халалласа çул çитменнисен социаллă реабилитаципе диагностика уйрăмĕнче «Олимпиадăна пĕлетпĕр-и;» темăпа интереслĕ мероприяти иртрĕ. Унăн тĕллевĕ: кунти воспитанниксене Олимп вăййисемпе паллаштарасси, спорт енне туртăнаслăха ÿстересси, Тăван çĕршывпа мăнаçланас туйăма аталантарасси. Ачасем Олимп вăййисен историйĕпе, символикипе паллашрĕç. Вăйă-викторина йĕркелерĕç. Спорт вăййисем ирттерчĕç. Вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пур воспитанник те дипломсемпе тутлă парнесем илчĕç.



12 февраля 2014
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter