Вăрнар районĕ: çамрăксене района тавăрасчĕ

Ĕç эрни яланхиллех район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ирттернĕ планеркăран пуçланчĕ. Калаçăва Сочири Олимп вăййисенчен тытăнчĕç, Раççей спортсменĕсен çитĕнĕвĕсене асăнчĕç.

Иртнĕ эрнене пĕтĕмлетнĕ май, Леонид Николаев районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетессипе Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хутшăннипе ирттернĕ анлă ларура çĕкленĕ ыйтусем тĕлĕшпе мерăсем йышăнмаллине палăртрĕ.

Малалла калаçу районти халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси çине куçрĕ. Леонид Николаев сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен ĕç-хĕлне шăмат кун Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ видеоконференцире пăхса тухнине пĕлтерчĕ.

Район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков хăйĕн сăмахне демографи лару-тăрăвĕнчен пуçларĕ, юлашки 10 çулта пĕлтĕр районта ача çураласлăх шайĕ пуçласа пысăк, çын вилессин шайĕ чи пĕчĕкки пулнине пĕлтерчĕ. Статистика органĕсен даннăйĕсем тăрăх, 521 ача çуралнă, 603 çын пурнăçран уйрăлнă. Хĕрарăмсен пурнăç тăсăмĕ 74,5 çулпа, арçынсен 62,1 çулпа танлашнă.

Çынсем юн çаврăнăшĕн чирĕсене пула пурнăçран ытларах уйрăлнине каларĕ. Иккĕмĕш вырăнта – наркăмăшланни, тĕрлĕ сурансене пула, шăнса пăсăлни тата ыт.те. Хурлăхлă списокра çавăн пекех сывлав органĕсен чирĕсем виççĕмĕш вырăн йышăнаççĕ.

2013 çулта районта пурăнакан 5951 çын (палăртнин 92,3 проценчĕ) диспансеризаци витĕр тухнă. Хăшĕсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерессине вуçех хирĕç. Диспансеризаци вăхăтĕнче вара 260 çын чирлине, вăл шутра ултă тĕслĕхĕ шыçă чирĕсемпе пулнине тупса палăртнă. 57 процентне 3-мĕш сывлăх ушкăнне илнĕ, вĕсен тухтăр патĕнче асăрхансах тăмалла.

Пĕлтĕр модернизаци йĕркипе инфекци уйрăмне юсаса çĕнетнĕ, поликлиника пÿлĕмĕсене юсама укçа-тенкĕ уйăрнă.

Николай Тинюков медицина ĕçченĕсен шалăвĕ ÿссе пынине пĕлтерчĕ. Врачсем, сăмахран, вăтамран 24,1 пин тенкĕ, медперсонал 12,6 пин тенкĕ, санитаркăсем 9,2 пин тенкĕ илеççĕ.

Анчах кадрсен ыйтăвĕ больницăра çав-çавах çивĕч. Паянхи куна врачсен 15 вакансийĕ пушă. 22 врач тата 35 медсестра – пенси çулĕнче. «Вăрнар районĕнчен тухнă çамрăксем практикăра больницăра 100-е яхăн пулаççĕ пулин те вĕренсе пĕтерсен тăван района мĕншĕн таврăнманнине ăнланмастăп», – терĕ Николай Тинюков.

Леонид Николаев ку енĕпе район больницин хăйĕн хавшанă имиджне çĕнетмеллине каларĕ. Çынсем больница ĕçĕ-хĕлĕпе юлашки çулсенче кăмăлсăр пулни вăрттăнлăх мар.

Сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси пирки те калаçу пуçарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ эрех-сăрапа мар, хĕлле йĕлтĕрпе туслашма чĕнчĕ. Николай Тинюков Шупашкарсен тĕслĕхĕпе Вăрнарта та тухтăрпа уçăлса çÿрессине йĕркелессине пĕлтерчĕ.

Малалла калаçу тăлăх ачасене тата хăйсем тĕллĕн пурăнайман çынсене хÿтлĕхе илесси çине куçрĕ. Район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Ольга Латифова учетра 146 ача тăнине пĕлтерчĕ, вĕсенчен 89-шне опекăна илнĕ, 49-шне çемьесене йышăннă, 8-шне усрава илнĕ. Учетра тăракансенчен 32-шĕ – хăр тăлăхсем, ыттисем – ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем.

Пĕлтĕр ултă çынна ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварнă. Ольга Рахмоновна ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕсем ачисене юриех тăлăха хăварас тесе тăрăшнă тĕслĕхсем те пулкаланине пăшăрханса каларĕ. Капла вĕсем патшалăхран тÿлевсĕр хваттерсем илесшĕн имĕш.

Специалистсем ачасен пурнăç условийĕсене тĕрĕслеме тăтăшах вырăна тухса çÿреççĕ. Пĕлтĕр кунашкал 70 тĕрĕслев ирттернĕ.

Леонид Николаев та ырă мар шухăшлă çынсем пурришĕн кăмăлсăрланчĕ, ачисене юриех хăйсен хÿттисĕр хăварни пирки тĕлĕнсе каларĕ. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр черетĕнче 62 тăлăх тăрать, иртнĕ çул тăваттăшне хваттерсемпе тивĕçтернĕ, Уйкас Кипек ял поселенийĕнче пĕр тăлăха çурт çĕклесе панă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев пушар хăрушлăхĕ пирки каллех аса илтерчĕ, ку темăпа коллективсенче калаçусем ирттермеллине асăрхаттарчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çичĕ пушарта виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă. Республикăра ав хăрушă инкек пулнă, Патăрьел районĕнче икĕ пĕчĕк хĕрача, пĕртăвансем, çунса вилнĕ.

Пирĕн районта вара каллех газпа наркăмăшланнă тĕслĕх çырăннă. Николай Тинюков район больницине Кÿстÿмĕртен икĕ ачана – пĕри çулталăка та çитмен, тепри икĕ çултан кăна иртнĕ – илсе килнине пĕлтерчĕ. Юрать, вĕсен сывлăхĕсем халĕ тивĕçлĕ шайра.

Леонид Николаев ку эрнере ял поселенийĕсенче отчетлă пухусем ирттерме тытăннине, вĕсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли пирки халăха татах та татах ăнлантармаллине каларĕ.

Л.ИВАНОВА.



12 февраля 2014
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter