Вăрмарсем - регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадин çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ

2014 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университетĕнче регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиади иртрĕ. Олимпиадăна Чăваш Республикинчи тата республика тулашĕнчи шкулсенче 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. 

Вăрмар  район чысне  асăннă олимпиадăра 2 вĕренекен  хÿтĕлерĕ.

Вăрмарти вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекен Ларионова Татьяна (вĕрентекенĕ – Антонова Валентина Германовна) вунпĕрмĕш классем хушшинче, тăххăрмĕш классем хушшинче Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта  вĕренекен Петрова Анастасия (вĕрентекенĕ - Цыфаркина Людмила Александровна) çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç.

Вăрмар район, шкул чысне  регионсем шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче хÿтĕленĕ вĕренекенсене саламлатпăр, малашне те хастар пулма сунатпăр.



12 февраля 2014
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter