Вăрмар районĕ: видеоконференцие хутшăннă

Февралĕн 8-мĕшĕнче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев муниципаллă районсемпе хула округĕсен администрацисен ертÿçисемпе видеоконференци мелĕпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Канашлура 2013 çулта Чăваш Республикин çул-йĕр фончĕн шучĕпе вырăнти, муниципалитет тулашĕнчи çулсем тăвассипе реконструкцилес тата 2014 çулхи тĕллевсем (докладçи ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ М.Янковский), çитĕннисем йышĕнчен уйрăм ушкăнсене диспансеризацилесси (докладçи ЧР социаллă аталанупа сывлăха сыхлас ĕç министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Т.Богданова).

Видеоконференцире Константин Владимирович ял чиккисенчи вырăнти автоçулсене тытса тăрассипе тата юсассипе мунициапллă заказсене централизацилес ыйтупа информаци панă.



12 февраля 2014
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter