Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Нарăс уйăхĕн  12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн кулленхи черетлĕ  ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем нумай ачаллă çемьесене çĕрсем парса тивĕçтермелли йĕркине хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2013 çулта раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Патшалăх Думине янă Çырăвăн тĕллевĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсен тата Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕп çул-йĕрсен Ĕç  йĕркин планне çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăхне валли уйăрнă çĕрсене ытти тĕллевсемпе усă курасси çинчен чарăнса тăнă. Хăш-пĕр уйрăм çĕр лаптăкĕсем çинче газ пăрăхĕсем те хывма ĕлкĕрнĕ. Газпа çыхăннă объектсенчи 220 çĕр лаптăкне, 60 яхăн çул-йĕрсемпе çыхăннă вырăнсенчи ĕç хучĕсене пĕтĕмпех туса пĕтерменни сисĕнет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет, республика витĕмлĕхĕнче тăракан çул-йĕрпе тата газификаци сечĕсемпе çыхăннă çĕр лаптăкĕсене пĕтĕмпех йĕркене май килнĕ таран хăвăртрах кĕртсе çитерме сĕнсе хăварнă. «Асăннă ыйтăва пĕр хутчен çеç мар тапратнă. Хăй вăхăтĕнче программăсене пурнăçлас тĕллевпе, объектсене хута янă, халăха газпа тивĕçтернĕ. Паянхи кун çĕрпе çыхăннă ыйтусемпе хăш-пĕр кăлтăксем тухса тăраççĕ. Малашне объектсене хăпартса хута яриччен, чи малтан çĕр ыйтăвĕсене татса памалла, ун чухне тин объекта çĕклеме тытăнмалла. Унсăрăн малашне те йĕрке пулмĕ»,- палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Паянхи ларура ял тăрăхĕсенче  çынсен пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатас тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен субсиди памаллин йĕрки çинчен калакан ĕç хучĕн проектне те ырланă. Михаил Игнатьев Ял хуçалăх министерствине  асăннă ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăма хушса хăварнă. «Пулăшупа усă курас текенсем шутĕнче нумай хваттерлĕ çынсем ан лекчĕр.  Тепре чухне çынсен хваттерĕсем темиçе те, анчах та пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатас сăлтавпа тата та республикăран уйăракан пулăшусене илме хăяççĕ», - палăртнă Пуçлăх. 2013-2020 çулсем валли сывлăх сыхлавне аталантарас Чăваш Республикин патшалăх программине улшăнусем кĕртсе хăварнă. Вĕренсе тухнă врачсем,  пирĕн регионтан ытти регионсене  кайманни савăнтарать, сăлтавĕ - пирĕн тăрăхра вĕсене валли çителĕклĕ таранах пур услови те пулни çакна çирĕплетет.  2014 çулта Чăваш Республикинчи ялсене электрофикаци кĕртес тĕлĕшпе республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕ пирки сӳтсе явнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков пĕлтернĕ тăрăх, «Стройгранд-Групп», «Степ», «Сатурн-Строй», «Парнас» подрядлă организацисен айăпне пула, электричествопа тивĕçтерекен объектсене хăй вăхăтĕнче ĕçлеттерсе ярайманнине асăннă. Халĕ вара, вĕсен кăлтăкĕсене сирсе яма 2014 çул валли 25 млн. тенкĕ пăхса хăварнине пĕлтернĕ. Пĕтĕмпе 223 электрофикаци объекчĕсенчен 161-шне йĕркелесе çитернĕ, юлнă 62 ĕçе кăçалхи çул пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе хăварма палăртнă. Хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламан подрядчиксенчен суд йышăнăвĕпе  республика хыснине каялла 40 млн. тенкĕ тавăрса памалла тунă. Республика Пуçлăхĕ  Строительство министерствине  асăннă ыйтăва çивĕч тĕрĕслесе тăма сĕннĕ, унсăрăн саккуна пăхăнманлăх яваплăха туйса ĕçлесси куçран вĕçертĕнме пултарнине каланă. «Хăй вăхăтĕнче, Промышленноç енĕпе ĕçлекен министерство пулнă чухне, хăш-пĕр подрядчиксем аванс укçасем те илнĕ пулнă, анчах та ĕçе пачах та пурнăçламан. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен, суя подрядчиксем, паян та çĕнĕ конкурссенче хутшăнма хăяççĕ», - тесе çивĕччĕн палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ.  Ларăва  пухăннисем Пĕрлĕхлĕ заказ республика сужбине йĕркелесе ярасси çинчен калакан ĕç хутне те ырланă. Çакнашкал службăна ĕçлеттесе ярсан, подрядлă организацисем хăйсем çине илнĕ яваплăха кирлĕ пек пурнăçланин ĕçе вăхăтра тата туллин тĕрĕслесе тăма май парĕ. Ларура кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



12 февраля 2014
16:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter