Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин инфратытăмне аталантарас ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулин инфратытăмне аталантарас ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Канашлăва уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкарта çул-йĕр сечĕ анлăн аталанса пырать пулин те çав –çавах транспорт çыхăнăвне аталантарассипе татса паман ыйтусем те  пуррине каланă. Автомашинăсен юхăмĕ пысăк вăй илсех пынине палăртнă. Чăваш Ен тĕп хулин тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин Шупашкарти транспортсен инфратытăмĕн чи кăткăс  ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Шупашкар хулин генеральнăй планĕпе килĕшӳллĕн палăртса хунă реконструкци тата строительство ĕçĕсен тапхăрĕсемпе паллаштарнă. Шупашкар Пуçлăхĕ Леонид Черкесов 2014 çулта палăртса хунă ĕçсем çинчен чарăнса тăнă. Хăш-пĕр объектсен строительство тата монтаж ĕçĕсем çинчен каласа кăтартнă. Калăпăр, И.Яковлев проспектĕнчи çулăн реконструкци ĕçне пĕтĕмпех вĕçлеме палăртнă. Воробьев композиторсен урамĕнчи автомашина çулне тата тĕп хулари пиллĕк çул юппине, Базовый проездри чукун çул урлă каçса çӳрекен çулсем патĕнчи лаптăка сарма, çав вăхăтрах станции çывăхĕнчи урамĕнчи çула та реконструкци ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă.   Уйрăм ĕçсемпе хăш-пĕр кăлтăксем  сиксе тухни куç кĕретех, вĕсем проектпа смета ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе çитерессипе тата Айхи проспектчĕпе Фучик урамĕнчи çыхăну тĕлĕнче икĕ уровенлĕ çула хута  ярассипе çыхăннă. Çак ĕçсене пурнăçлама вăтамран палăртса хунă тăрăх, 300 млн. тенкĕ кирлĕ пулĕ. Ĕç вăхăчĕн тапхăрĕ 2014 çул çу уйăхĕнчен пуçласа 2015 çул çĕртме уйăхĕ таран. Ĕçе тытăниччен чи малтан, Фучик тата Б. Хмельницкий урамĕсенчи аварийлĕ çуртсене ишĕлтерсе пĕтермелле, унта пурăнакансене хăтлă хваттерсене куçармалла. 2014 çулта Б. Хмельницкий урамĕн, Московский проспекчĕн, Университетский урамĕнчен пуçласа 9-мĕш Пиллĕк çуллăх проспекчĕ таран тата Гладков урамĕнчи тĕпрен  юсамалли çулсен проектпа смета ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе ĕçлеттерсе яма палăртса хунă. Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх, палăртнă ĕçсене пурнăçа кртес пулсассăн вăтамран 950 млн. тенкĕне яхăн кирлĕ пулĕ. Унсăр пуçне йĕ кĕртсе пăтернĕ хатĕр проекта пурнăçлама Московский кĕпере реконструкци ĕçĕсем туса ирттерме, Ярослав тата Энгельс урамĕсенчи, Марпосад шоссейĕн автоçулне юсама 2,5 млрд. тенкĕ пăхса хăвармаллине асăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Московский кĕперне юсав ĕçĕсем ирттерме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ куçасси паллă пулнине пĕлтернĕ, ыттисем пирки тĕпрен хăш çăлкуçсенчен укçа куçасси паллах маррине асăннă. Çавăнпа та республика Пуçлăхĕ хулан влаçĕсене пĕлтерĕшлĕ хаклă хутсене кăларассипе ĕçсене пăхса тухма сĕннĕ, вĕсене сутни шăпах та палăртнă çăлкуçсенчен пĕри пулма пултарнине каланă.

 Тĕплĕнрех



13 февраля 2014
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter