Елчĕк районĕ: «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнче пирĕн республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон вун саккăрмĕш хут вăй илчĕ. Унăн тĕллевĕ чăннипех пархатарлă – сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен пултаруллă çамрăксене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшмашкăн, сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисене сиплемешкĕн укçа пухасси.

Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти ĕçченсем марафона çуллен пуçаруллă хутшăнаççĕ, хăйсен ырлăхĕн, чун ăшшин, телейĕн пĕр пайне социаллă тата медицина пулăшăвĕ кирлĕ ачасене парнелеççĕ. Шкул ĕçченĕсем акци пухмачне 1850 тенкĕ хыврĕç. Кун пек чухне сăваплă акци пухмачне кам миçе тенкĕлĕх пуянлатни пĕлтерĕшлĕрех те мар, кашни çын хывнă пĕчĕк взнос та ырă ĕç тума май пани пахарах.

Тенкĕ çумне тенкĕ хушса пуçтарнă укçапа иртнĕ çул Елчĕк районĕнче ача-пăча валли вăйă оборудованийĕ туяннă, сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ачасене ятран пулăшнă. Кăçалхи ыр кăмăллăх акцийĕнче пухăннă укçа хÿтлĕхсĕр ачасен шăпине татах та çăмăллатма пулăшасса шанатпăр.

Ют ачасем çук, вĕсем пурте пирĕн.



14 февраля 2014
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter