Шупашкарта Атăлçи федераллă округ тулашĕнче вырнаçнă, Раççейри ФСКН территорисенчи органĕсен ертӳçисемпе оперативлă канашлу иртнĕ

  Нарăс уйăхĕн  14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Атăлçи федераллă округри ФСКН органĕсен анлă канашлăвĕн ĕçне хутшăннă. Канашлура Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратурин çумĕ,1 класслă  юстицийĕн патшалăх советникĕ (канашçи)  Сергей Зайцев, Чăваш Республикинчи Тĕп федераллă инспекторĕ Геннадий Федоров,  ГАК аппарат ертӳçин çумĕ – Атăлçи федераллă округпа Управленийĕн пуçлăхĕ, генерал-майор Сергей Васильев пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче влаç органĕсенче ĕçлекенсен тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри – наркăмăшла япаласене иртĕхсе усă курнине хирĕç тата вĕсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлесси пулнине палăртнă. Асăннă ыйтупа право хуралĕнче тимлекенсем çеç ĕçлесе пыни çителĕсĕр, çавăнпа та обществора наркотик им-çампа иртĕхсе усă курнине хирĕç тăратма вĕрентсе пымаллине каланă. Михаил Игнатьев Чăваш Енре çитĕнекен çамрăк ăру ытларах сывă пурнăç йĕркине хисеп тунине асăннă, физкультурăпа спорта юратнине каланă. Асăннă тĕслĕхсене пула, çамрăксем хушшинче чĕлĕм тата эрех-сăрапа алхасакансем курăмлăнах чакса пыни савăнтарать. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Атăлçи федераллă округ тулашĕнчи  - Чулхула облаçĕнчи Управленийĕн пуçлăхĕ,  Раççейри ФСКН территори органĕсен пуçлăхĕсен канашĕн председателĕ полковник полици Юрий  Боровский тĕплĕн паллаштарнă. Тĕплĕнрех



14 февраля 2014
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter