Ял хуçалăхĕнчи çырав

Росстат 2014 - 2018 çулсенчи ĕç планĕн календарьне çирĕплетнĕ. Унта 2016 çулта Раççейре ял хуçалăх çыравне ирттерме хатĕрленесси тата ирттересси  тĕп вырăнта. Çак йышăнăва Раççей Федерацийĕн Правительствин 2013 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчи «2016 çулта Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерессине йĕркелесси çинчен» йышăнăвне пурнăçласа кун çути панă.

Асăннă йышăнупах РФ Правительстви Раççей субъекчĕсен патшалăх влаç органĕсене тата вырăнти самоуправлени органĕсене çырав ирттерме комиссисем йĕркелеме сĕннĕ. Вĕсен статистика органĕсене тата çак ĕçе явăçтарнă граждансене вырăнсенчи çырава туллин ирттерме пулăшмалла.

Ял хуçалăх çыравĕ 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать. Инçетерех вырнаçнă тата çитме кансĕр вырăнсенче çырав авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕччен иртĕ. Çырава пĕтĕмлетмелли тата ăна официаллă пĕлтермелли вăхăт - 2018 çулхи 4-мĕш квартал.

Кунашкал çырав çĕр-шывра юлашки хут 2006 çулта иртнĕ. Вăл ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле ÿкерчĕке курма тата тивĕçлĕ йышăнусем тума пулăшнă.

Чăвашстатăн пресс-служби.



14 февраля 2014
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter