Шупашкар «Раççейри чи çӳллĕ флагшток» проекта кĕме пултарать

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халăхсем хушшинчи «Terra Viva» (Чĕрĕ Планета) Экологи юхăмĕн председателĕпе РАЕН академикĕпе, М.В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ профессорĕпе,  телекуравăн паллă ертӳçипе, «Раççейри чи çӳллĕ флагшток» проектăн ертӳçипе Николай Дроздовпа тĕл пулнă.   Асăннă мероприятинче Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов тата Чăваш Ен спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов,  халăхсем хушшинчи общество наукин академийĕн президенчĕ, РАО академикĕ Лев Кураков тата «Раççейри чи çӳллĕ флагшток» проектăн управляющийĕ  Олег Олейник хутшăннă. Проектпа килĕшӳллĕн Мускавра 175 м. тăршшĕллĕ Раççей Федерацийĕн Ялавлĕ флагштока вырнаçтарма палăртаççĕ, унсăр пуçне Раççей хулисенче 105 метрлă тăватă флагшток вырнаçтарма палăртса хунă, вĕсем çурçĕр, кăнтăр, хĕвел тухăç, хĕвел анăç тăрăхĕсене палăртĕç, пиллĕкмĕшне Шупашкарта вырнаçтарма пăхса хунă. Чăваш Енри флагшток Раççей вăта çĕрĕ пулнине палăртĕ. Николай Дроздов Чăваш Ен çĕр-шыври чи килĕшӳллĕ, туслă 128 наци çыннисем пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе пурăнакан вăта çĕрĕ тесе асăнса хăварнă. Тĕл пулура проекта вырнаçтармалли лаптăксен вырăнĕсем пирки сӳтсе явнă.  «Асăннă проекта пурнăçа кĕртни, Раççей Ялавне тата та ытларах сума сунма вĕрентĕ. Çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма, малалла ăнтăлма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма вĕрентĕ», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Калаçу вĕçленнĕ май, Николай Дроздов Михаил Игнатьева 2013 çулта тĕнчипе иртнĕ халăхсем хушшинчи экологи лауреачĕн дипломне парса хисеп тунă.  Тĕплĕнрех



14 февраля 2014
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter