Чаваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сочи хулинче XXII-мĕш хĕллехи Олимпиада вăййисене хутшăннă Елена Муратовăпа тата унăн тренерне Валерий Васильева тав тунă

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулта Сочи хулинче XXII-мĕш хĕллехи Олимпиада вăййисене хутшăннă Елена Муратовăпа тата унăн тренерĕпе Валерий Васильевпа тĕл пулнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕм Чăваш Ен Хĕллехи Олимп вăййисенче Раççей пĕрлештернĕ командинче Елена Муратова пулнишĕн чăнласах та савăннине палăртнă.  «Эпĕ чун-чĕререн тав тăватăп, малашне сирĕн тата та пысăк ăмăртусем пулĕç, вĕсенче те çĕнтерӳ тăвасса та шансах тăратăп. Эсир кăтартнă тĕслĕх, çамрăксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спортсменкăна тата унăн тренерне Тав çырăвне, алла çыхмалли сехет, физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре пысăк çитĕнӳсем туса пынишĕн укçан преми памалли сертификата парса чысланă.  Сумлă спортсменка, Елена Муратова Чăваш Ен ячĕпе Раççей пĕрлештернĕ ушкăнĕнче пулма пысăк хисеп пулнине палăртнă. «Чăнласах та пĕр пытармасăр калатăп, кунччен эпĕ пĕрре хутчен мар ытти регионсемшĕн спорт ăмăртăвĕсене тухнă. Анчах та ытти çĕрте, Чăваш Енри пек нихăçан та сумлă ман патне пулнине пĕрре те сисмен. Манăн юлташсем те мана ăмсанмаллипех ăмсанса тăраççĕ, эпĕ вĕсене ăмăртусем хыççăн тĕл пулусем кĕтни çинчен каласан», - тесе каласа кăтартнă хăйĕн калаçăвĕсем пирки спортсменка.   Унăн тренерĕ Валерий Васильев пĕлтерĕ тăрăх, Чăваш Енре Елена ăмăртăвĕсене пăхнă хыççăн, çак асăннă спорт, могул ăмăртăвне ытларах юратма тытăннă.   Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников каланă тăрăх, спорт ăмăртăвĕсен тĕп пайне çак спорт тĕслĕхне кĕртсе хăварма палăртнине асăннă. Ĕçе пурнăçа кĕртес тĕллевпе Шупашкарта хатĕрленӳ тапхăрĕсене йĕркелесе ирттерме ятарлă центр хута ярасси те куç кĕретех. Тĕплĕрех



14 февраля 2014
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter