Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: « Муркаш районĕнче яваплăха туйса ĕçлекен çынсем вăй хураççĕ»

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районне йĕркелесе янăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ хаваслă пулăма хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Муркаш районĕн пултаруллă çыннисем йĕркелесе тăратнă курава пăхса çаврăннă, ял хуçалăх таварĕсен пахалăхне ырланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ял хуçалăх тытăмне патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусем парса тивĕçтернине каланă, пулăшусен калăпăшĕ куллен ӳссех пыни çинчен те чарăнса тăнă. Республика Ертӳçи хăйĕн саламĕнче Муркаш районĕн хăш-пĕр çитĕнĕвĕсем çинчен кĕскен чарăнса тăнă. Экономика тĕлĕшĕнчен аталанса пыма пысăк витĕмлĕ муниципалитет пулнине палăртнă. Районăн пуян историйĕ, йăли-йĕркин хăйне евĕрлĕхне, сумлă та хастар çынсемпе пуян пулнине асăннă. Михаил Игнатьев пухăннă ентешсене çăмăл мар ĕçре хăйсене шеллемесĕр тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынишĕн, тăван тавралăха юратнишĕн тав сăмахĕ каланă. «Пур тытăмра та – ахаль рабочийрен пуçласа пысăк ертӳçĕсем те хăйсене шанса панă ĕçсене туллин пурнăçлаççĕ. Район экономики юлашки çулсенче тăнăçлă аталанса пыни куç кĕретех. «Çеспĕл» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ ăнăçлă аталанса пыни савăнтарать, тĕнчери пысăк производительсемпе пĕр шай ăмăртса пыни те пĕлтерĕшлĕ. Çамрăксем предприниматель ĕçне лайăх кӳлĕнеççĕ, потребительсен рынокĕн тытăмĕ аванланса пырать. Чи пахи, пурăнакансен пурнăç шайĕ ӳссе пыни. Пур-пĕрех влаçра тимлекенсен  районта çамрăксене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсене хута ярас ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмалла», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан ял ĕçченĕсене наградăсем парса чысланă. Малашлăх патне ăнтăлакан çитĕнекен ăрăва пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса пынишĕн, стипендие тивĕçнисене, свидетельство парса хавхалантарнă. Çамрăк çемьесене, амăшĕн капиталне илме тивĕçнисене сертификата парса сума суннă. Тав сăмахне тата алла çыхмалли сехете Чăваш Республикин Пуçлăхĕн аллинчен Юрий Петров, Муркаш районĕнче кирпĕч кăларакан организацире ĕçлекен директорĕн çумĕ, пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта  ОБЖ вĕрентен Игорь Семенов,  «ВаСем» пĕрлешĕвĕн директорĕн çумĕ Валерий Кондратьев илме тивĕçнĕ.  Ял хуçалăх ĕçĕнче нумай  çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынишĕн, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хсеп грамотине районти ветеринар станцийĕн пуçлăхĕ Николай  Яковлев тивĕçнĕ. РФ Ял хуçалăх министерствин Тав сăмахĕн хутне  Е. Андреев ячĕллĕ племзаводра инженер-энергетик пулса ĕçлекен Владимир Егорова парса хавхалантарнă. Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев 2013 çулхи социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе тĕплĕн паллаштарнă, хăш-пĕр уйрăм кăтартусем çинчен чарăнса тăнă. Вырăнти  район пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, промышленноç тата ял хуçалăх ĕçне аталантарассинче уйрăм çитĕнӳсем тунине каланă. Район территорийĕнче патшалăх программисем ăнăçлă аталанса пынине палăртнă. Вĕренӳ тата сывлăх сыхлавĕ, харпăр хăй хуçалăхне аталантарас, вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе вăйлатса пырас ĕç те аван йĕркеленсе пыни савăнтарать. Районта физкультурăпа спорт ыйтăвĕ те туллин пурнăçланать. 2012 çулхипе танлаштарсан, 2013 çулта налуксенчен кĕрекен тупăш 1,6 хут таран ӳссе кайни те пысăк кăтарту. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, 2013 çулта Муркаш районĕн бюджет тупăшĕн пайĕ 2012 çулхипе танлаштарсан 14 процент чухлĕ ӳсни савăнтарать.   Тĕплĕнрех



14 февраля 2014
16:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter