Совет çарĕсене Афганистанран тĕпĕ-йĕрĕпе илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа торжествăлла пулăм иртнĕ

 Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче совет çарĕсене Афганистанран тĕпĕ-йĕрĕпе илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче воин-интернационалистсене çак паллă пулăмпа чĕререн тухакан сăмахсене каланă. Пуçлăх нумай Афганистан ветеранĕсем обществăлла ĕçсене хутшăннине палăртнă, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кӳнине асăннă. «Эсир чăнласах та çамрăксем валли паттăрла ĕçсем йĕркелесе пыраттăр, Раççей Федерацийĕн сумлă гражданинĕ пулма вĕрентсе пыраттăр», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Валерьян Морозова паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн салтака çар наградине панă. Палăртнă мероприятинче çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ А.Самойлова, республикăн çар комиссарĕ А.Мокрушин, Афганистан вăрçин инваличĕсен Чăваш Енри организацийĕн ертӳçи Г.Матвеев тата Пĕтĕм Раççейри «Доблесть» çар пĕрлĕхĕн Чăваш Енри правленийĕн председателĕ В.Яковлев сăмах тухса каланă. Афганистан вăрçинче сусăрланнă инвалидсен пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Председателĕ Геннадий Матвеев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева социаллă пулăшу парас ĕçре пысăк витĕм кӳнишĕн  тав сăмахĕ каланă. Çар харкашăвĕ Демократиллĕ республика территорийĕнче 1979 çултан пуçласа 1989 çул таран пынă. 1989 çулта нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче совет çарне Афганистанран тĕпĕ-йĕрĕпе илсе тухнă. Чăваш Республикин Çар комиссариачĕ пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун Чăваш Енре 3819 салтак шутланса тăрать. Тĕплĕнрех



14 февраля 2014
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter