Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Муркаш районне йĕркеленĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа саламлани

Муркаш районĕн хисеплĕ çыннисем!

Района йĕркеленĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа сире пĕтĕм кăмăлтан саламлатăп!

Муркаш районĕ вăл - Чăваш Енĕн илемлĕ тăрăхĕ. Унăн экономикипе социаллă сфери ăнăçлă аталаннă, çут çанталăкĕ илĕртÿллĕ. Район историпе, мухтавлă традицисемпе тата хăйне евĕр культурипе пуян.

Сирĕн мухтанмалли çук мар! Муркашсен ĕçри тăрăшулăхне пула çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, ялсене комплекслă аталантарас, вĕренÿре, сывлăха сыхлассинче, спортра тата культурăра услугăсен пахалăхне ÿстерес, çынсен килти хушма хуçалăхĕсене, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна пулăшас енĕпе патшалăх йышăнакан программăсем ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ. Районта çĕр ресурсĕсемпе тата муниципалитет харпăрлăхĕпе эффективлă усă курма, территорисене тирпей-илем кĕртме хушма укçа-тенкĕ çăл куçĕсемпе усă курма тăрăшаççĕ.

Муркаш районĕн ветеранĕсене хăйсене хĕрхенмесĕр ырми-канми вăй хунăшăн тата тăван çĕре чунтан юратнăшăн уйрăмах пысăк тав сăмахĕ калатăп. Вĕсем хывнă ĕç традицийĕсене Муркашсен пулас ăрăвĕсем упраса хăварасса тата аталантарса пырасса шанса тăратăп.

Малашне те ĕçри çĕнĕ çитĕнÿсем район историне пуянлатса пыччăр, кашни çемьен пурнăçĕ вара кăмăл ăшшипе тата савăнăçпа тултăр! Сире çирĕп сывлăх, ырă пур пуçарура та ăнăçу, районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче çĕнĕ çĕнтерÿсем, телей тата ăнăçу сунатăп!

Михаил Игнатьев                                                  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.



14 февраля 2014
18:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter