Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри муниципалитетсен ертӳçисемпе пушартан сыхланас ыйтупа видеоканашлу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  республикăри хула, район администраци ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çул нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан,  пушарсен хисепĕ 22,7 процент чухлĕ ытларах ӳснĕ, вилекенсен хисепне 42,1 процент чухлĕ нуммайрах шута илнĕ.  Пушарсен сăлтавĕ–хутса ăшăтмалли кăмакасем юсавсăр пулни (50), электрооборудовани хатĕрĕсемпе кирлĕ пек пĕлсе усă курманни (38), вут-кăварпа асăрхануллă пулманнине кура (29). Пушарта вилекенсен сăлтавĕ вара ӳсĕрле вут–кăварпа пĕлсе  усă курманни тата вĕсемпе асăрхануллă пулманни те çакнах çирĕплетсе парать. Вăхăтсăр çынсен пурнăçĕ татăлнисене шута илсен – 17 тĕслĕхрен 13-шĕ ӳсĕрле пулнă. Пушар тата çынсем вилнĕ тĕслĕхсене ытларах Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Пăрачкав, Тăвай районĕсенче шута илнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă район администрацийĕсен пуçлăхĕсене итленĕ, вырăнта пушарсенчен сыхланас енĕпе еплерех мерăсем йышăнни çинчен ыйтса пĕлнĕ. Муниципалитет ертӳçисем пĕлтернĕ тăрăх, куллен вырăнта пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе хуçалăхсене тухса тĕрĕсленине асăннă, çынсемпе профилактика ĕçĕсем тăтăшах йĕркелесе ирттернине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ харпăр хăй ирттернĕ ĕçĕсем пирки пĕлсе кирлĕ пек шайра эффективлă ĕçлесе пымалли пирки çивĕччĕн асăрхаттарса хăварнă. «Çынсене хăрушсăрлăхсенчен çăлса хăварасси – пирĕн палăртнă ĕçсенчен чи приоритетлă пай. Мĕн кирлĕ пек хыпара халăх патне вăхăтра илсе çитерме тăрăшăр. Йывăр çемьесемпе тĕл пулса калаçма, вĕсене тата вăхăтра учета илмелле. Енчен те вĕсемпе юнашар пурăнакансем ĕçе витĕмлĕн кӳлĕнсен кăтарту куç кĕретех пулĕ», - тесе чĕнсе хăварнă район администраци пуçлăхĕсене Михаил Игнатьев. Канашлура пушарта çунса кĕлленĕ пурлăхшăн страховани пайне тавăрасси пирки те калаçу хускатнă. Паян ытларах палăртнă ыйтăва та куçран вĕçертмелле мар. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ял халăхĕсемпе йĕркелесе ирттернĕ тĕл пулусенче страховани компанийĕсенче ĕçлекенсене те явăçтарма кирлине çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă. Курăмлă тĕслĕхсем çинче пурлăха упраса хăварасси çинчен халăх патне ыйтăва кирлĕ пек илсе çитерме тăрăшмаллине каланă. «Пурлăха страховани тăвас ĕç пуриншĕн те норма пулса тăмалла. Паллах, эпир те халăха инкекре пăрахса хăварас çук. Çынсен инкекрен тухассинче республика бюджечĕ çине çеç шанса лармалла мар. Кашни çыннăн харпăр хăй пурлăхĕшĕн яваплăх туймалла», - тесе палăртса хăварнă Михаил Игнатьев.  Республикăра 2013 çулта ирттернĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсен пĕтĕмлетĕвĕ çинчен тата 2014 çул ĕç планĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Александр Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Пĕлтĕрхи çул 36 актуаллă темăсемпе  Пĕрлĕхлĕ информаци кунне 9 хутччен  йĕркелессе ирттернĕ, вĕсенче  халăх ыйтнă 241 ыйтăва хурав панă. Палăртнă ыйтусенчен ытларах пайĕ çул-йĕрсемпе, строительство, пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем тата вĕренӳ енĕпе  пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче палăртнă ыйтусенчен 30 проценчĕ вырăнта муниципалитет шайĕнче  татса памалли ыйтусем пулнине асăннă. Ыйтусем ытларах Муркашпа Çĕрпӳ районĕсенчен (24-шар), Пăрачкав çыннисем -19 ыйту тăратнă, Шупашкарта пурăнакансем -15, Сĕнтĕрвăрри районĕ – 14, Красноармейскийсем – 13,  Çĕмĕрле  районĕ – 12 ыйту панă.   Канашлура 2014 çул пĕрремĕш çур çуллăха валли Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсен графикне çирĕплетнĕ. Тĕплĕнрех 



17 февраля 2014
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter