Промышленноç производствин индексĕн 2014 çул кăрлач уйăхĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Атăлçи федераллă округри регионсем хушшинче Чăваш Ен малтисем шутне кĕнĕ

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ служба ертӳçисемпе ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх, нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Сочире Раççей регионĕсен куравĕсем пуçланнă. Асăннă курава Чăваш Республики те хутшăннă. Чăваш Ен çинчен экспозицисем виртуаллă экскурси  республика çинчен ытларах пĕлме ирĕк парать, халăх йăли-йĕркипе культурипе паллашма, экономика аталанăвĕн çул-йĕрне пĕлме,  спорт аталанăвĕпе регионăн инвестициллĕ пĕлтерĕшне тата турист ресурсĕсем çинчен чухлама майсем туса парать. Куравăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕн автор шухăшĕпе, Чăваш Ен тăрăхне ытларах туристсене явăӳтарма ирĕк панине палăртать. Чăваш Республики хатĕрленĕ экспонатсемпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин кĕрсе паллашма ĕлкĕрнĕ. Владимир Аврелькин 2014 çулхи кăрлач уйăхĕнчи промышленноç комплексĕн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен чарăнса тăнă. 2014 çулта кăрлач уйăхĕнче промышленоç индексĕн калăпăшĕ экономика аталанăвĕн виçĕ енĕпе республикăра 110,1 процентпа танлашнă. Асăннă кăтартупа Атăлçи федераллă округпа илсен пĕрремĕш вырăн йышăнать. Михаил Игнатьев апат-çимĕç тата пылак шĕвеке калăпласа кăларакансен лару-тăрăвне тĕплĕнрех пăхса тухма сĕнсе хăварнă. «Туянакансен рынокĕнче палăртнă таварсем яланах кирлĕ, халăх та ăна ытларах ыйтать. Апла пулин те пирĕн патăрта калăпланса тухакан таварсен пахалăхĕ рынок ăмăртăвĕнче парăнни сисĕнет. Пирĕн таварсене пахалăхĕ енчен тирпейл кăларма тăрăшмалла тата çитменнине малашнехи ĕç плане те çирĕппĕн палăртма пĕлмелле», - тесе асăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енри пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина 2013 çулта патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсене приватизациленĕ ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, 2014 çул валли йышăннă тĕллевсемпе паллаштарнă. Пĕлтĕрхи çул приватизациленĕ пурлăхсенчен республика хыснине 559,2 млн. тенкĕ кĕнине палăртнă. (2012 çулхипе танлаштарсан 3,4 хут пысăкрах). Пĕлтĕрхи çулта муниципалитет пурлăхĕ çине 357 объекта приватизацилеме шута илнĕ. Рпайонсемпе хула администрацийĕсем пĕлтĕр 201 объекта приватизациленĕ. (Вăл 2013 çул приватизацилес програмăна кĕртнинчен 56 процент чухлĕ шутланать). Чăваш Ен Пуçлăхĕ патшалăх тата муниципалитет пурлăхне приватизацилес ĕç инвесторсене явăçтарма хушма пулăшу кӳнине асăннă, çавăнпа та çиелтен çеç пăхса пурнăçлакан администрацисен пуçлăхĕсене çивĕч пăхса тухма сĕнсе хăварнă республика Ертӳçи. «Енчен те вырăнти бюджета пурлăхсене приватизацилес енĕпе укçа-тенкĕ пăхса хăвармасан тата мĕншĕн вĕсем çултьалăк плане ыйтăва кĕртсе хăвараççĕ», - тесе çирĕппĕн пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, Чăваш Республикин Финанс министерствине муниципалитетсем асăннă ыйтупа эффективлă укçа-тенкĕ тăкаланнине пăхса тухма хушса хăварнă. Хăшĕ-пĕрисен çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, тĕллевлĕ уйăрнă укçа-тенкĕ те усă курмасăрах тăрса юлать. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Эдуард Александров кăçалхи çул туса хăвармалли çуркуннехи ĕçсем çинчен чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра вăрлăх, удобрени туянассипе ытларах ĕçлеççĕ, техникăна пăхса тирпейлеççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Ял хуçалăх министерствине, районсен ертӳçисене çураки ĕçне пĕлтĕрхинчен лайăхрах хатĕрленме сĕнсе хăварнă.



17 февраля 2014
13:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter