Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Çĕнтерӳ» çар çыннисен палăкĕ умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Çĕнтерÿ» асăну комплексĕнче интернационалист салтаксен палăкĕ умне чечексем хунă çĕре хутшăннă. Унта çавăн пекех Афганистан Республикинчи çапăçусен ветеранĕсем, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен Чăваш Республикинчи органĕсен ертÿçисем, ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Шупашкар хулин ертÿçисем, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Чăваш Енри хуласемпе районсенче Афганистан Республикинче çапăçусем вĕçленнĕренпе 25 çул çитнине халалланă мероприятисем иртнĕ.

Тĕплĕнрех



17 февраля 2014
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter