Вăрмар районĕ: хаваслӑ улах каҫӗ

Культура ҫулталӑкне халалласа, тӑван ен культурине, авалхи йӑла-йӗркене, чӑваш тумне упрама тӑрӑшса Каракҫырма ача сачӗнче улах каҫӗ ирттертӗмӗр. Ашшӗ-амӑшӗ пулӑшнипе, кашни ача валли чӑваш туме хатӗрлерӗмӗр. Елюк асанне патне хӑнана кайрӑмӑр. Вӑл пире хӑйӗн асамлӑ арчипе паллаштарчӗ. Мӗн кӑна ҫук-ши унта: илемлӗ тӗрӗллӗ алшӑллисенчен пуҫласа чӑваш ҫӑпати таранах. Ӗлӗк чӑваш ҫынни, киле хуйхӑ-суйхӑ, чир ан килтӗр тесе пӗтӗм япаласем ҫине тӗрӗ тӗрленӗ тесе ӑнлантарчӗ пире Елюк асанне. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ачасене ал ӗҫ тума сӗнсен, вӗсем савӑнсах ӗҫе тытӑнчӗç. Пӗрисем кӗнчелепе ҫӑм арлама ларчӗҫ, теприсем йӗпсе тытрӗҫ. Каччисем вара хӑва хуллинчен карçинкка авма ларчӗҫ. Хайсен питӗнче мӑнаҫлӑх палӑрчӗ. Ара, хайсене вӗсем чӑн-чӑн чӑвашсем пекех туйрӗҫ пуль ӗнтӗ.

Чӑваш йӑли-йерки тӑрӑх, ӗҫленӗ хыҫҫӑн ачасем юрӑ-ташӑ шӑрантарчӗҫ. «Урам айкки кӑвак ҫеҫке», «Чӑваш ачи» юрӑсене аса илчӗҫ. Уйрамах ачасене «Çерем ватса вир акрӑм» юрӑ-вӑйӑ килӗшрӗ. Лаша ҫулӗ тесе «Лашалла» вайӑ та выляса пӑхрӗҫ.

Ашшӗ-амӑшӗсене те килӗшрӗ уяв. «Авалхи йӑла-йӗркене ҫӗнӗрен чӗртме тытӑнни –питӗ лайӑх», - терӗҫ вӗсем.

Аваллӑхсӑр пуласлӑх ҫук теҫӗ. Пирӗн, чӑнах та тӑван чӑваш халӑхӑн йӑли-йӗркине, чӗлхине, юрри-ташшине ачасене мӗн пӗчӗкрен паллаштарса пымалла.

Мероприятие шкул директорӗ Архипова Г.И. хутшӑннӑ. Ашшӗ - амӑшӗсемпе калаҫу ирттернӗ.



17 февраля 2014
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter