Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕ ирттернĕ канашлăва хутшăннă
Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулта чукун çул транспорчĕсемпе усă курассин ыйтăвĕпе ирттернĕ канашлăва хутшăннă. Асăннă канашлăва Раççей Федерацийĕн транспорт министрĕ Максим Соколов йĕркелесе ертсе пынă. Тĕнчери нумай субъектсенче палăртнă тытăмра йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем, хуласем çывăхĕнчен иртсе çӳрекен поездсем хисепĕ çителĕксĕр пулнине палăртнă министр. Федераци министрĕ пĕлтернĕ тăрăх - çĕр-шыври хула çумĕнчи чукун çулсемпе пассажирсене илсе çӳрес ĕçри лару-тăру йывăр. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Регионсем "Раççей чукун çулĕ" обществăн вырăнти предприятийĕсем пассажирсене илсе çӳресе куракан тăкака саплаштарма субсиди кирлĕ чухлĕ уйăрмаççĕ. 2013 çул вĕçĕнчен пуçласа 2014 çул пуçламăшĕнче пĕтĕм Раççейĕпе поездсен шутне 150 таран чакарнă. Ыйтăва кун пек татса пани, регионсен харпăр хăй тупăшĕ çителĕксĕр пулнипе çыхăннă. 2014 çулта региосенче пурĕ парăм 31 млрд. тенкĕне çитнĕ. Министр Максим Соколов палăртнă тытăмри йывăрлăха кĕске вăхăт хушшинчех татса пама сĕннĕ. Маршутсен сетне оптимизацилеме, ăçта ытти транспортсемпе палăртнă вырăна çитме пулать, унта поездсен рейсĕсене çĕнĕрен пăхса тухмаллине, çапах та ылмашусем пирки кирлĕ пек ăнланмалла хыпара халăх патне илсе çитермеллине асăннă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра вунă çухрăмшăн 36,5 тенкĕ пулни, экономика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс пăхса хăварнă тариф тесе асăннă. 2014 çулта Чăваш Енре пассажирсене чукун çул транспорчĕсемпе турттарма «Содружество» пĕрлешӳ хăй çине яваплăх илнĕ, вĕсем 44,6 млн. тенкĕллĕх тăкакланĕç. Республика бюджетĕнчен вĕсене компенсаци уйăрма паянхи кун тĕлне 12 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, çитменнине 2014 çул хушшинче республика бюджетне çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă чух асăннă тăкака саплаштарма палăртнă. «Енчен те лайăх çулсем пулсан, пассажирсене автобуссемпе çитес çĕре çитермелле, чукун çул транспорчĕсене çӳретес е çӳретес мар ыйтăва çĕнĕрен те пăхса тухма пулать», - тесе палăртнă Пуçлăх. Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский «Канаш – Сергач - Канаш» поезд маршутне оптимизациленине асăннă. Асăннă поезд республика территори тăрăх Çĕмĕрле станцине çитĕ. Канашран Сергач хулине 697 №-лĕ автобус çӳрет. Кăçалхи çул ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа, пахча-çимĕç ĕçĕсем тытăнсан, хуласем хушшинче çӳрекен, Шупашкартан Канаша çӳремелли поезд вагонĕсене эрне пуçламĕшĕнчен пуçласа эрне кун таран икшер вакон хушма палăртнă, шăмат кунпа вырсарни кун вĕсен хисепне виççĕ таранах ӳстерме пăхса хăварнă. Тĕплĕнрех