Вăрнар районĕ: чăвашлăха упрас тĕллевпе

Виçĕм кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пынипе Чăваш наци Конгресĕн Вăрнар районĕнчи уйрăмне туса хурассипе йĕркелÿ ĕçĕсен ларăвĕ пулчĕ. Унта ял-хула поселенийĕсен пуçлăхĕсене, шкул директорĕсене,чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, культура ĕçченĕсене чĕннĕ.

Тухса калакансем – район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Роза Федорова, «Хорнзор» хуçалăх ертÿçи Федор Кузьмин, Вăрманкас шкул директорĕ Ирина Лукина – чăвашлăха упраса хăварас ыйтусене хĕрÿллĕн хускатрĕç.

Ларура ЧНК-н Вăрнар районĕнчи уйрăмне туса хума пĕр саслăн йышăнчĕç. Унăн правленине вун икĕ çынран суйларĕç. Председателĕ – «Вурнарыдорстрой» тулли мар яваплă общество директорĕ, писатель тата журналист Ольга Куликова. Унăн заместителĕ – «Хорнзор» хуçалăх ертÿçи Федор Кузьмин. Вĕсем иккĕшĕ те наци культурине, чăваш йăли-йĕркине сыхласа хăварассипе пысăк ĕç тăваççĕ.

Лару ĕçне çавăн пекех ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, Чăваш наци Конгресĕн представителĕ Николай Лукианов хутшăнчĕç.

Çакă пĕлтерĕшлĕ – йĕркелÿ ĕçĕсен ларăвĕнче пĕр вырăсла сăмах та янăрамарĕ.



18 февраля 2014
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter