Вăрнар районĕ: отчетлă пухусенче

Районти ял поселенийĕсенче пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетсе отчетлă пухусем иртеççĕ. Иртнĕ ытлари кун Кÿлхĕрринчи пухăва Раççей МЧС-ĕн республикăри тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Петров, ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев тата ыттисем хутшăннă.

Патшалăх пушар асăрхавĕн тĕп инспекторĕ Николай Петров республикăра пушарсем тĕлĕшпе лару-тăру кăткăсланнине ăнлантарнă, пурне те вут-çулăмпа тимлĕрех пулма, хăрушсăрлăх прависене çирĕп пăхăнма сĕннĕ. Станислав Николаев та ялсенче каçхи дозорсене çĕнĕрен пуçарас ыйтăва хускатнă, асăрхаттару ĕçне ячĕшĕн кăна мар, пурин те пĕрле ирттермеллине палăртнă.

Ял çыннисем староста пулма Маргарита Сергеевана шаннă. Пĕрлехи вăйпа Йăрар çинчи кĕпере юсама, кăçал Кÿлхĕрри ялĕн кунне савăнăçлăн паллă тума йышăннă. Ял çыннисем çуркунне юр кайсанах субботниксене пурте пĕр харăс тухма калаçса татăлнă.

Çав кунах Калинино ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова Мачамăшра пурăнакансене пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарнă, бюджета пырса кĕнĕ тупăш тата тăкаксен калăпăшĕ, демографи лару-тăрăвĕ, халăха муниципаллă тивĕçтерÿсем парас пирки уйрăммăн чарăнса тăнă. Полицин участокри уполномоченнăйĕ Николай Прокопьев обществăлла вырăнсенче сигарет туртнăшăн административлă явап тыттарнине, кун пек вырăнсенче спиртлă шĕвексем ĕçнĕшĕн хуракан штраф виçисем ÿснине, кил-хуçалăхра йытă тытакансен саккунсене пăхăнмаллине асăрхаттарнă.

Мачамăшсене кăсăклантаракан ыйтусем йышĕнче чи пĕлтерĕшлисем асфальт çул сарасси тата ял çывăхĕнче автобус чарăнăвĕ туса лартасси пулнă. Ял старостине мачамăшсем пĕр саслăн Леонид Егорова суйланă.

Кивьял Хапăсра иртнĕ тĕл пулура Упнер ял поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Иван Афанасьев отчетпа тухнă.

Пухăва хутшăннă асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти уйрăмĕн дознавателĕ Юрий Иванов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 9 хутчен пушар алхаснă, виçĕ çын (çав шутра иккĕн – Анаткас Хапăс ялĕнче) вилнĕ. Çавăнпа та вăл кил-çурта электропроводкăна тĕрĕслесе тăмаллине тата вăхăтра улăштармаллине аса илтернĕ. Упнер тăрăхĕнчи пĕр мандатлă 8-мĕш суйлав округĕн депутачĕ Евгений Алексеев хресчен фермер хуçалăхĕсене патшалăх енчен пулăшу парас тĕллевлĕ программăпа, субсидисен виçипе, ăна илмелли йĕркепе паллаштарнă. Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Людмила Редькова пенси тытăмне 2015 çултан кĕрекен çĕнĕлĕхсене ăнлантарнă. Ял çыннисен те чылай ыйту пулнă. Вĕсенчен нумайăшĕ урамсенчи çÿп-çапа пухса илсе тухассипе, масарсене тасатассипе, çулсене йĕркеллĕ пăхса тăрассипе, çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарассипе çыхăннă.

Туçи Çармăсри отчетлă пуху ĕçне иртнĕ кĕçнерни кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хутшăннă. Кĕçĕн Кипек ял поселенийĕн пуçлăхĕ Сергей Волков доклада пĕлтĕр бюджета мĕнле пурнăçланине пĕтĕмлетнинчен пуçланă. Тупăшсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ акă 10,2 млн тенкĕпе танлашнă, çав шутра бюджетсем хушшинчи трансфертсен виçи – 9,8 млн тенкĕ. Поселенин харпăр хăй тупăшĕсен калăпăшĕ – 300 пин тенкĕ ытла. Тăкаксен пысăк пайне – 5,6 млн тенке – граждансене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшу парас тĕллевпе янă.

Ял çыннисем поселени пуçлăхне пĕвене çирĕплетес, çулсене юсас ыйтусене тимлĕхе илме сĕннĕ, урамри çулсене тасатса тăракан подрядчик ĕçĕпе кăмăлсăррине пĕлтернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хăйĕн сăмахĕнче ялсене хăтлăх кĕртес, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес, халăха ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене хускатнă.



18 февраля 2014
15:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter