Патăрьел районĕ: "Симес ылтан "хайлава тишкерни

Тăван ҫĕр-шыв тăнăçлăхĕшĕн тата тăван халăх телейĕшĕн яваплă пулма вĕрентес, ачасен чун-чĕринче патриотизм туйăмне вăйлатас тĕллевпе  Турханти пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкулĕн 9-б класĕнче вĕренекен ачасем  ААртемьевăн "Симĕс ылтăн"хайлавне тишкерчĕç.

Чăваш халăх çыравçи А.Артемьев, вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă çыравçă салтак,  повеçре йывăр кун-çуллă фронтовикăн тăнăç пурнăçри шăпине ăнсăртран  суйласа илмен.Вăл усала, тĕрĕс марлăха,икĕ питлĕхе хирĕç чăтăмлăн тăракан, темле йывăр самантра та чун хавалне çухатман çынсене сахал мар курнă , пĕлнĕ, вĕсемпе пăшăрханнă."Симĕс ылтăн" повеçри тĕп сăнар  Валентин Актаев-паттăр, вăрçăпа ĕç паттăрĕ. Унăн  пĕтĕм пурнăçĕ ,ĕçĕ, шухăшĕ, тĕллевĕ халăхпа, Тăван çĕршывпа çыхăннă.



18 февраля 2014
09:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter