Вăрнар районĕ: çĕнни пулсан черет чакĕ

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев черетлĕ планеркăна чĕр чунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин çĕнĕ пуçлăхĕпе Геннадий Яковлевпа паллаштарнинчен пуçларĕ.

Иртнĕ эрне пулăмсемпе пуян пулчĕ. Районта халĕ ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем халăха пурнăçланă ĕçсемпе паллаштараççĕ. Отчетлă пухусем ял хуçалăх предприятийĕсенче те пуçланнă. Леонид Николаев май çитнĕ таран вĕсене хăй хутшăнма тăрăшать. Иртнĕ эрнере вăл Хăмăш, Туçи Çармăс, Кÿстÿмĕр çыннисемпе пĕрле ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсене итленĕ. Леонид Григорьевич вĕсен отчечĕсем тулли, тишкерÿллĕ, ку пухусене халăх йышлă пухăннине палăртрĕ. Сăмахран, Кÿстÿмĕрти клуба 100 ытла çын килнĕ, ытларахăшĕ – çамрăксем. Кунта демографи лару-тăрăвĕ те аван: поселенире пĕлтĕр 28 ача çуралнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн отчетлă пухăвне те хутшăннă.

Ку эрнери мероприятисен планĕ те пуян. Юн кун – пĕрлехи информаци кунĕ. Кĕçнерни кун районти ветерансемпе тата пенсионерсемпе пуху ирттерме палăртнă. Эрне кун поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче Вăрнар хула поселенийĕн администрациĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетĕç, унта поселокра пурăнакансене пурне те чĕнеççĕ.

Планеркăра хальхинче район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхне Николай Иванова итлерĕç. Калаçу шкул çулĕчченхи вĕрентÿ пирки пычĕ. 15 садике 1200 ача çÿрет. Унсăр пуçне, 24 шкул çумĕнче кĕçĕннисем валли кĕске вăхăтлăх 35 ушкăн ĕçлет. Анчах та ача сачĕсене çав-çавах черет пĕчĕк мар: Вăрнарта та, хăш-пĕр ял поселенийĕнче те. Çав вăхăтра Вăрнарти 1-мĕш ача садĕнче пушă вырăнсем пур, анчах та ку микрорайонта пурăнманнисем ачисене унта ярасшăн мар. Кульцаври ача садĕнче те ачасене йышăнма хатĕр. Кÿстÿмĕрте вара ача сачĕшĕн черет тăраççĕ. Вăрнарта пурăнакансенчен чылайăшĕн ывăл-хĕрĕсем Çĕньял Хапăсри ача садне çÿреççĕ.

Çĕнĕ ача сачĕ, паллах, ыйтăва татса пама пулăшĕ. Черетре тăракан 345 ачаран 156-шĕ – Вăрнар поселокĕнчен. Леонид Николаев ăна çĕклеме пуçласси строительство организацийĕсем ку объектшăн «вăрçнипе» тăсăлнине пĕлтерчĕ. Иртнĕ çултанпа подрядчика палăртас тĕллевпе темиçе хутчен те аукцион ирттересси пирки пĕлтернĕ. Анчах та строительство организацийĕсем кашни запятой тĕлĕшпе тиркешсе монополие хирĕç кĕрешекен федераллă службăна çăхав çыраççĕ. Вĕсем тăрăх уçăмлату хыççăн уçăмлату ирттереççĕ, вăхăчĕ вара малаллах шăвать.

Николай Иванов ача садне тума пуçласси кăçалхи тĕп задачăсен йышĕнче пулнине палăртрĕ. Кунсăр пуçне Кÿстÿмĕрти, Мăн Явăшри, Кĕçĕн Кипекри шкулсем çумĕнче ача сачĕн ушкăнĕсем уçас ыйтупа ĕçлеççĕ. Çавăн пекех Уравăш, Кĕçĕн Кипек тата Пăртас шкулĕсенче шкул çулĕчченхи вĕрентÿ пама лицензи илме тата вĕсенче кĕске вăхăтлăх ушкăнсем уçма тĕллев лартнă.

Район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков ОРВИ-пе чирлекенсен шучĕ ÿснине палăртрĕ. Чир палăрăмлисене шкулсенче занятисенчен хăтарма сĕнчĕ.

Планеркăна пĕтĕмлетнĕ май, Леонид Николаев ялсенче отчетлă пухусем малалла тăсăлнине, вĕсене район администрацийĕн представителĕсем те хутшăнассине пĕлтерчĕ. «Халăх ыйтăвне тивĕçлĕн хуравламалла. Эпир вĕсемшĕн ĕçлетпĕр. Анчах та çынсен те ялан ыйтса кăна лармалла мар. Енчен те вăл ялта пурăнать пулсан, унăн хăйĕн те тăван тăрăха хăтлăх кĕртессине тÿпе хывмалла: масар карти юсамалла-и, вĕлтрен çулмалла-и...», – палăртрĕ Леонид Николаев.

Л.ИВАНОВА.



18 февраля 2014
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter