Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игатьев «ЧЭТА» тулли мар яваплă пĕрлешĕве çитсе килнĕ

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ май, Шупашкарти ««ЧЭТА» организацине çитсе килнĕ. Асăннă предприятинче электроэнергипе тивĕçтерес енĕпе илмелли тата пайласа ямалли пĕчĕк вольтлă хатĕрсем, промышленноçри тĕрлĕ тытăмра, трансформаторсен подстаницийĕсене тивĕçтерекен япаласене калăплассипе тимлесе пырать. «ЧЭТА»  пĕрлешӳ туса кăларакан хатĕрсене ытларах «Газпром» АУП,   «Транснефть» АК АУП, «Новатек» АУП, хими тата тимĕр калăплакан комплекссем, электроэнергипе тивĕçтерекен объектсем ытларах ыйтаççĕ. Республика Пуçлăхĕ предприятинчи çĕнĕ вырăнсемпе паллашнă. Уйрăм асăннă вырăнсене, «ЧЭТА»   пĕрлешӳ,  2013 çулта производствăна сарас тĕлĕшпе инвестици проектне пурнăçа кĕртсе йĕркеленĕ. Чăваш Республикишĕн палăртнă проект социаллă экономика тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Проекта пурнăçлама патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшӳсем кӳнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн çул-çӳревне вĕçленĕ хыççăн, предприятинче ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă, кунта тăрăшакансен ĕçне пысăк хак панă. Лайăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерни куç кĕретех, паллă, асăннă предприятинче пысăк ĕç укçипе тивĕçтерни те савăнтарать. «Мана чăннипех те сирĕн предприятинче пулма питĕ кăмăллă. Эпир предприятийĕн цехĕсене пăхса çаврăнтăмăр. Кунта ĕçлекенсен те кăмăлĕ тулли пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвш Енĕн социаллă экономика аталанăвĕн 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă, республика бюджечĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Сăмаха май, Культура çулталăкĕ пулнă май, кăçалхи çул палăртнă мероприяти ĕçĕсем пирки чарăнса тăнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула ертӳçи Леонид Черкесов çынсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тĕплĕн хурав панă, хăшĕ-пĕрисене тĕрĕслеве илнĕ. Тĕплĕнрех



19 февраля 2014
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter