Канаш районĕ: «Янкас сăввисем» лирика сехечĕ

2014 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче  Нестер Янкас сăвăç çуралнăранпа 105 çул çитет. Çак паллă куна халалласа Сиккасси ял вулавăш ĕçченĕсем «Янкас сăввисем» лирика сехечĕ ирттерме палăртрĕç.

    Уяв нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче А.И. Миттов ячĕллĕ вăтам шкулта иртрĕ. Хутшăнакансем - 9-11 классенче вĕренекенсем. Уява Сиккасси культура керменĕн ĕçченĕсем Нестер Янкасăн «Кăмăл» сăвви тăрăх кĕвĕленĕ юрăпа уçрĕç. Сиккасси ял вулавăш ĕçченĕсем З.Г. Мукшинапа В.М. Мурзукова кĕскен сăвăçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа пачĕç. Е.М. Александрова (чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен)  Нестер Янкаса халалланă презентаципе паллаштарчĕ, унăн сăввисене тишкерчĕ. Уйрăмах сăвăçăн аслă классенче вĕренекенсем вуланă сăввисем чуна хускатрĕç. Уявра Сиккасси шкулĕнче практика вăхăтĕнче ĕçлекен И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Изенгеев Андрей Николаевич Нестер Янкасăн «Ывăл» сăввине кăмăла тивмелле шăрантарчĕ. Уяв викторинăпа вĕçленчĕ. Ǎна шкул библиотекарĕ Н.А. Агусева ертсе пычĕ, мала тухнă хутшăнакансене пĕчĕк кĕнекесем парса хавхалантарчĕ.

   



19 февраля 2014
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter