Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Республикăри строительство темпĕн хăвăртлăхне малашне те ӳстерме пысăк калăмăшлĕ производство базине туса панă»

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин анлă коллегийĕн ларăвне хутшăннă. Пухăннисем умĕнче калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство индустрийĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене вăхăтра сирсе ярасси тата вĕсене кирлĕ пек татса парасси – пурсăмăрăн та тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине асăннă. Строительство тытăмĕн ĕçĕсем республикăра юлашки çулсенче чăннипех те курăмлă ĕçлесе пынине палăртнă. Палăртма кăмăллă, çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа Чăваш Ен юлашки çулсенче Атăлçи федераллă округра тивĕçлĕ вырăнта, малтисен йышĕнче. Чăваш Енре «Строительство» ĕç-хĕлне 32 млрд. тенкĕне яхăн пурнăçланă, 2012 çулхипе танлаштарсан 2,4 процент ытларах. Пĕлтĕрхи çул «КЕТRА» строительство керамикисем калăплакан завода хута янă. Асăннă завод республикăри мĕн-пур строительство организацийĕсене кирпĕчпе  туллин тивĕçтерет. «СУОР çуртсем хăпартакан комбинат курăмлăн ĕçлесе пыни савăнтарать. «Честр-Инвест» пĕрлешӳ çулталăкĕпех куç кĕретех лайăх ĕçлесе пыни пурне те хавхалантарать.  «Малашне те строительство темпне чакармасăр ĕçлесе пыма республикăра пысăк калăпăшлĕ производство бази пур, нумай производствăсенче модернизаци ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ», - уйрăммăн палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Пуçлăх строительство организацийĕсен ертӳçисене патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă программăсемпе анлăрах усă курма сĕнсе хăварнă, вăл шутрах аварийлĕ çуртсенчен граждансене лайăх та хăтлă çуртсене куçарас программăна та хутшăнма кирлине асăннă. Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ палăртнă «Раççей çемьисем валли çурт-йĕр» програмăнна пурнăçа кĕртесси пирки аса илтерсе хăварнă. Палăртнă программăпа килĕшӳллĕн, хушма 25 млн.кв.м çурт-йĕр çĕклесе лартма палăртса хунă. Вĕсенчен 50 процентран кая мар эконом класслă çуртсем пулмаллине те палăртнă. Асăннă программăпа ĕçлекенсене, палăртнă условисене пĕтĕмпех пурнăçласан, инженер инфратытăмне çĕклеме пулăшу кӳме  палăртаççĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа республикăри строительство тытăмĕн 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн паллаштарнă. Ытларах министр хăйĕн докладĕнче патшалăх паракан пулăшусем çинчен чарăнса тăнă. Нумай хваттелĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсем туса ирттересси, граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе пурнăçланă ĕçсем пирки, аварийлĕ çуртсенчен хăтлă çурта граждансене куçарасси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕçĕсем çинчен уйрăммăн чарăнса тăнă. Канашлура Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар, строительство организацийĕсен, энергоресурсемпе тивĕçтерекен компанисен ертӳçисем  тухса калаçнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри строительство тытăмĕнче вăй хуракансене, хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланишĕн чĕререн тав тунă.

 Тĕплĕнрех



19 февраля 2014
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter