Патăрьел районĕ: учителе халалласа волейбол турнирĕ иртнĕ

Сăкăт шкулĕ.   Халĕ шкулта оборонăпа спорт уйăхлăхĕ пырать. Ачасемпе вĕрентекенсем уйăхлăха активлă хутшанаççĕ. Уроксем хыççăн та, канмалли кунсенче те ăмăртусем, тĕрлĕ конкурссем,спорт вăййисем, концертсем, тĕл пулусем иртеççĕ. Сочире иртекен Хĕллехи XXII Олимпиадăна тишкерсе пыма та манмаççĕ.

Йăлана кĕнĕ майпа, акă, çак кунсенче шкулта Н.А.Кузнецов ячĕпе волейбол турнирĕ иртрĕ.

Физкультура учителĕ Николай Аврамович Кузнецов ку пурнăçран уйрăлса кайни чылай çул ĕнтĕ. Апла пулин те унăн ырă та çутă сăнарĕ вĕренекенсен, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсен асĕнчен тухмасть. Ял-йыш та, шкул ачисем те Николай Аврамовича çынлăхĕшĕн, ырă та çепĕç кăмăлĕшĕн, пысăк туслăхĕшĕн хисеплетчĕç, юрататчĕç.

Спортзалта аслă классенче вĕренекенсен командисем тупăшрĕç. Каччăсем хушшинче малти вырăна 10 класс команди тухрĕ, иккĕмĕшне —11, виççĕмĕшне   9 классенче вĕренекенсем йышăнчĕç. Хĕрсем хушшинче вара тăватă команда йĕркеленчĕ. Пĕрремĕш вырăна 11 класс чиперккисем никама та памарĕç, иккĕмĕш картлашкара 10 класс хĕрĕсем пулчĕç. Виççĕмĕшне учительсен команди çĕнсе илчĕ. 9 класс хĕрĕсем вара ăмăртура тăваттăмĕш пулчĕç. Николай Кузнецовăн кубокне 11 класс волейболисчĕсем тивĕçрĕç.



19 февраля 2014
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter