Нарăс уйăхĕн 20-21 мĕшĕсенче Шупашкарта çĕр улми куравне ирттереççĕ

Нарăс уйăхĕн 20-21 мĕшĕсенче Шупашкарта çĕр улми куравне ирттереççĕ. Кунта хамăр çĕр-шыври тата чикĕ леш енчи пахча çимĕç ăстисем, селекцире пуян опыт пухнă наука-тĕпчев институчĕсем пухăнса канашлĕç. Юлашки çулсенче вăй илнĕ фермер хуçалăхĕсем те пулĕç. Николаев урамĕнчи суту-илӳ комплексĕ çитĕнӳсене кăтартмалли лайăх вырăн пулса тăчĕ, çĕнĕ сортсемпе паллаштарма питĕ меллĕ. Асăннă культурăн пирĕн пурнăçри вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ пирки калама та кирлĕ мар пулĕ. Халăх ăна сĕм авалтанпах лартса тăвать, уйра, килти пахчара çитĕнтерет. Унран крахмал, спирт, глюкоза туса кăлараççĕ. Сăмахран, пĕр гектартан пухса кĕртнĕ 25 тоннăран 4 тонна крахмал тухать - апат-çимĕç промышленноçĕнче çав тери кирлĕ продукт.

1



19 февраля 2014
14:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter