Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федераци Президенчĕ Владимир Путин Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçи кунĕ ячĕпе саламланă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путинран   салам  çитнĕ.  

«Раççей çар çыннисен çапăçури паттăрлăхĕ çĕр-шыв историйĕн уйрăлми пайĕ. Саманасемпе ăрусем улшăннă, анчах та аслă Çĕнтерӳсем кӳрекен савăнăç пире яланах пĕрлештерсе тăрать, Тăван çĕр-шывпа тата унăн мухтавлă ывăлĕсемпе мăнаçланса мухтанма хистет. Паян эпир Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин хисеплĕ, анчах та çăмăл мар профессине суйласа илнĕ çынсене, патриотизм, гражданлăх йăли-йĕркине тытса пыракансене чыслатпăр. Сире, ăнăçусем, çирĕп сывлăх, чи лайăххине сунатăп», - тесе çырнă саламра.  



19 февраля 2014
17:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter