Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Информаци ушкăнĕсем уйрăм палăртнă, аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене çитсе килĕç. Палăртнă ял поселенийĕсенче халăхпа тĕл пулĕç, вĕсене кăсăклантаракн актуаллă ыйтусем çине хуравлĕç. Çак кунах граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăну йĕркелеме палăртнă.  Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче республикăра мĕн-пур пурăнакансемпе çакăн йышши актуаллă ыйтусене сӳстсе явма пăхса тухнă. Ыйтусем: Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2013 çулта ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче кăларнă 375 №-лĕ «Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттерес» Указа пурнăçа кĕртесси,  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Патшалăх Канашне тухнă Çырăва пурнăçласа  2014 çулта ĕç тăвакан влаç органĕсенче комплекслă план йĕркине пăхса тухасси, çынсене пушартан тата черезвычайлă лару-тăруран асăрханас тĕллевпе ĕçĕсем йĕркелессине,  Раççей Федерацийĕн пенси тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен, кăçалхи çул çуркуннехи тапхăрта çурхи ĕçсене туса ирттерессипе хатĕрленӳ ĕçĕсен йĕркисем çинчен калаçма палăртнă.



19 февраля 2014
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter